Талăкра 19-шар килограмм
Акционерсен "Прогресс" обществин Елчĕкри ĕне фермин коллективĕ çулран-çул пысăк ỹсĕмсем тăвассишĕн ăнтăлать. Ферма ĕçченĕсен йышне çамрăксем хушăнсах пыраççĕ. Ку вăл ĕç укçине вăхăтлă, ĕç тухăçлăхне кура тỹленипе те çыхăннă. Ертỹçĕсем выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç условийĕсене тăтăшах лайăхлатассишĕн тăрăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Фермăра 4 доярка. В.Мулендеева, С.Григорьева, А.Николаева, Л.Евграфова пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Хăйсене çирĕплетсе панă 25-шер ĕнене юратса пăхаççĕ вĕсем. Таса та тутă ĕнесем хальхи вăхăтра куллен 19-шар килограмм сĕт антараççĕ. В.Мулендеевăпа С.Григорьева дояркăсен кăтартăвĕсем тата сулмаклăрах.
Кунтах В.Ишмуратов, Н.Мальцев трактористсем тăрăшаççĕ. Вĕсем выльăхсене вăхăтра, тутлăхлă апатпа тивĕçтерес, витере тислĕк ан пултăр тесе çанă тавăрса вăй хураççĕ. Ю.Крылов вара транспортер пĕр тикĕс ĕçлессине пăхса-сăнасах тăрать. Тулли витресем йăтнă дояркăсем сĕте флягăсем çине сĕреççĕ. Унтан пысăк пахалăхлă "шурă ылтăна" В.Мисяков оператор ятарлă оборудованипе тỹрех Швейцаринче туса кăларнă холодильнике упрама хурать. Пур çĕрте те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать. Кашни ĕçчен хăйĕн ответлăхне туйни куç кĕрет. В.Тябуков ветеринар выльăхсене тĕрĕслесех тăрать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕрен коллектив иртнĕ çул кашни ĕнерен 4435 килограмм сĕт суса илчĕ.