Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăçпа çыхăннă кĕнеке

     СССР халăх учителĕ, РСФСР тата Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ Петр Никифорович Чернов 40 çул çамрăк ăрăва пĕлỹпе воспитани панă, çав шутран чĕрĕк ĕмĕре яхăн Елчĕк-ри вăтам шкула ăнăçлă ертсе пынă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те Петр Никифорович алă усса лармасть. Юлашки вăхăтра Елчĕк шкулĕн историне тĕпчессипе тимлет. "Халăх шкулĕ" журнал унăн аса илĕвĕсен кĕнекине пичетлесе кăларчĕ.

     Пысăках мар тиражпа пичетленнĕ кĕнеке "Пурнăç таппи" ятлă. Вăл вĕрентекенсене те, ачасен ашшĕ-амăшĕсене те кăсăклă. Мĕншĕн тесен П.Н.Чернов унта хăйĕн кăна мар, Елчĕк шкулĕнчи учительсен коллективĕн ачасене вĕрентỹпе воспитани парас ĕçри опытне çырса кăтартнă, ырă канашсем панă.

     Кĕнеке журнал редакцийĕ П.Н.Чернов, ун ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен çырса кăтартнипе уçăлать. Автор хăйĕн аса илĕвне 1878 çулта уçăлнă шкулăн пуян историйĕнчен пуçлать. Елчĕк шкулĕ ачасене чи малтан 6 çул, каярахпа 7, 8, 10 çул вĕрентме тытăннă. Кунта ĕлĕкренех таврари нумай ялтан çамрăксем вĕренме çỹренĕ, халĕ те çавăн пекех. Шкул хăйĕн паллă воспитанникĕсемпе чăннипех мухтанать. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ професси илнĕ çынсем йышлă.

     Кĕнекере автор вĕрентỹ ĕçне хăй мĕнле пăхни, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенчи вĕрентỹпе воспитани мелĕсем тĕп вырăнта. Тепри хальхи самана советсен тапхăрĕнчен пачах урăхла, пурнăç тĕллевĕсем те 20-30 çул каяллахисем мар теме пăхĕ. Ку чăнах та çапла. Анчах кирек хăш саманара та шкул коллективĕн ĕçне чи малтан çамрăк ăрăва пĕлỹ парасси мĕнле шайра пулнипе хаклаççĕ. П.Н.Чернов ертсе пынă коллектив иртнĕ ĕмĕрте ку енĕпе республикăра чи лайăх шкулсенчен пĕри шутланнă. Петр Никифоровичăн педагогикăри ăсталăхне ыттисем вĕреннĕ. Çакăн çинчен кĕнекере "Ачасен вĕренес кăмăлне хăпартасси", "Ачасен ăс-тăнне тата пултарулăхне шкулта аталантарасси" пайĕсенче питĕ лайăх çырса кăтартнă. "Вĕренỹ ĕçĕнче йăпатса-хавхалантарса пыни усăллă, ачан пĕчĕк çитĕнĕвне те палăртмалла". "Мĕн май килнĕ таран ачана хăйне шухăшлама хăнăхтарни лайăх", _ тет автор. Петр Никифорович шкулти чи йывăр предметсенчен пĕрне _ математикăна вĕрентнĕ. Вĕренекенсем ăна алла илччĕр, лайăх ĕлкĕрсе пыччăр тесе СССР халăх учителĕ тĕрлĕ мелсемпе усă курнă. Кĕнекене вулатăн та вĕсенчен чылайăшĕ ансат мелсем тесе шутлама пултаратăн. Анчах "ансат мелсемпе" усă курма вĕрентекене мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ачасене, предмета юратни кирлĕ пулнă.

     Кĕнекере "Çамрăксен шкулти пурнăçĕ", "Çамрăксене вĕрентекенсен мĕнле пулмалла", "Вĕрентекенĕн ĕçне йĕркелесси", "Учительсемпе ĕçлесси" тата ытти пайсенче те вĕрентỹпе воспитани ĕçне тĕрĕс те лайăх йĕркелесе пырассипе çыхăннă ыйтусене хус- катнă.

     Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" пулнине пĕлтерчĕ. Унти тĕп тĕллевсем П.Н.Черновăн "Пурнăç таппи" кĕнекере çутатнă чылай шухăшсемпе пĕр килеççĕ. Çакă кĕнекен пĕлтерĕшне тата ỹстерет.



"Елчĕк Ен"
18 января 2006
00:00
Поделиться