Кашнин чĕри тата чунĕ патне...
Наркомани - общество чирĕ. Пурнăçне çак наркăмăшпа çыхăнтарнă çыннăн икĕ çул: тĕрме е вилĕм. Наркомани аталанăвĕ пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Этем вăйсăрлăхĕпе усă курса "вилĕм сутуçисем" сахал мар укçа-тенкĕ тăваççĕ. Çак хăрушă ĕçе вĕсем ытларах çамрăксене явăçтараççĕ. Раççей наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2005 çулта Чăваш Енре 18-24 çулсенчи çамрăксем тунă преступленисен шучĕ ỹснĕ. Ỹсен-тăран наркотикĕсемпе суту-илỹ тăвасси пирĕн тăрăхра та вăй илме пуçланă. Ку енчен пирĕн районта мĕнле лару-тăру-ши? Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр эпир Елчĕк район сучĕн председателĕнчен С.Кузнецовăран.
- Наркомани, чăн та, вилĕм çулĕ. Çак ăнлав пур этем ăсĕ тата чунĕ патне çитмелле. Кашни аталаннă çĕршыв çакна палăртать - наркомани пĕтĕм нацишĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Наркотиксем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: ỹсен-тăран тата синтетика наркотикĕсем. Пирĕн районта синтетика наркотикĕсемпе суту-илỹ тунă тĕслĕх пулман-ха. Анчах та юлашки çулсенче ỹсен-тăран наркотикĕсемпе суту-илỹ тăвакансем палăрма пуçларĕç. Сăмахран, 2004 çулта Чăваш Енри наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управленин ĕçченĕсем "Мăкăнь" операци вăхăтĕнче районта мăкăнь е кантăр улăмĕсемпе суту-илỹ тăвакан 8 çынна тытса чарнă. 2005 çулта çак сăлтавпах район сучĕ 7 çынна уголовлă йĕркепе айăпланă. Айăплисене пурне те явап тыттарнă.
- Витĕмлĕрех тĕслĕх çинче уйрăммăн чарăнса тăраймăр-ши?
- Наркотиксен çавăрăнăшне тĕрĕслекен службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсем 2004 çулта Аслă Таяпа ялĕнче саккуна пăсса ỹсен-тăран наркотикĕсем хатĕрлесе сутакана ярса тытнă. "Хура ĕçпе" аппаланаканскер тĕрĕслевлĕ операци вăхăтĕнче тавар туянакана - 735 грамм мăкăнь улăмĕ сутнă. Асăннă гражданинăн халĕ Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн "Наркотиксене, психотроплă е вĕсене çывăх веществосене саккунсăр майпа хатĕрлени, туянни, упрани, турттарни е ярса пани, суту-илỹ туни" çинчен калакан 228-мĕш статйипе килĕшỹллĕн виçĕ çул та ултă уйăх тĕрмере явап тытма тивет.
- Светлана Алексеевна, наркотиксене хирĕç темиçе тытăм - шалти ĕçсен министерстви, Федераллă хăрушсăрлăх служби, погранслужба, таможня ĕçченĕсем, оборона министерстви, тулаш разведкăн служби - кĕрешеççĕ пулин те çĕршывра 2003 çулта наркотиксен тата психотроплă веществосен çаврăнăшне тĕрĕслекен патшалăх комитетне йĕркеленĕ. Мĕнпе çыхăннă çак пулăм?
- Влаç тата законодательство тытăмне пысăк улшăну кĕртни наркомани тымарне тăпăлтарас ĕçре пĕтĕм вăйсене пĕрлештерессипе, наркопреступноçа тивĕçлипе хирĕç тăрас ăсталăха ỹстерессипе çыхăннă. Паян наркомание профилактикăлассипе, ăна пуçаракан тĕп сăлтавсене пĕтерессипе, общество кăмăл-сипетне сыватассипе çине тăрса ĕçлемелле. Çавăн пекех маларах асăннă комитет наркопреступноçа хирĕç кĕрешекен вăйра тăракан кашни тытăмах координацилет.
- Асăннă комитет, паллах, "гражданла" ведомствăсемпе те килĕштерсе ĕçлет?