Хамăртанах тĕслĕх илеççĕ
"... никамăн та виçерен ытла çимелле те, ĕçмелле те мар", _ тенĕ Пифагор. Анчах ăслă çынсен шухăшĕсене чылай чухне шута илместпĕр çав.
Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем хыçа юлчĕç. Мĕн чухлĕ эрех-сăра юхрĕ пулĕ çак кунсенче. Арçынсем "симĕс çĕлене" юратни çĕнĕлĕх мар-ха, хĕрсемпе арăмсем те ăна хисепленине пытарма çук. Нумаях пулмасть тĕл пулнă ỹкерчĕк тарăн шухăша ячĕ.
Туй кĕрлет пысăк ялта. Хурăнташ-тăвансем йышлă пулнăран пỹрт тулли халăх, ларса-тăма вырăн çук. Çамрăксем картишĕнче ташлаççĕ. Хăнасене тарават кил хуçи, пỹртрисене ĕçтернĕ-çитернĕ хыççăн урамрисене те сĕтел хушшине чĕнет. Тăван-и е кỹршĕ ял ачи туй курма килнĕ - пурте кĕпĕрленсе сĕтел хушшине вырнаçаççĕ. Курнă-и эсир паянхи çамрăк хăйне сĕтел хушшинче мĕнле тытнине? Курман пулсан, ан тĕлĕнĕр, ытла та хăрушă ỹкерчĕк ку. Сĕтел çинче мĕн пуррине "тăпăлтараççĕ", нихăçан тутлă апат çисе курман тейĕн, ветчинаран шăмă, шăрттанран тирĕ çеç тăрса юлать. Тутлă çиекенĕн ĕçес килни куç кĕретех. Мĕн сĕннĕ черккесене пушатаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хистемест çамрăксене: чĕнмен хăнасем вара лекнине пĕрин хыççăн тепĕрне çăвара яраççĕ. Каччăсем çеç мар вĕт-ха, хĕр упраçĕсем те тулли черккене аяккине тĕртмеççĕ. Вăтану, сăпайлăх ăнлавсем пачах пурнăçран тухрĕç-ши?
Çамрăк мăшăрăн телейĕшĕн ĕçсе-çинĕ яш-кĕрĕмĕн мĕн тумалла? Хĕрĕнкĕленнĕ хĕрсене каччисем çавăтаççĕ те улах çĕрелле васкаççĕ...
Такамăн ачисем мар, хамăрăнах çапла хăтланаççĕ вĕт. Ашшĕ-амăшĕсенчен тĕслĕх илеççĕ-тĕр? Юлашки çулсенче ял халăхĕ ĕçкĕ авăрне кĕрсе ỹкни яр-уççăн курăнать. Урамсенче сăмсисене хĕретнĕ хĕрарăмсене тăтăшах курма пулать. Ăçта килсе тухăпăр капла? Камран пулăшу ыйтмалла? Сĕнỹсем пур-и сирĕн, туссем?!