Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

09:02_ Поздравление главы администрации Яльчикского района с Новым годом!

Ырă ĕçсен çулталăкĕ пултăр

     Тĕнче аталанăвĕнче черетлĕ 2005 çул хыçа юлчĕ. Кирек камшăн та вăл пурнăçра йĕр хăвармасăр иртмест. Иртсе кайнă çул пирĕншĕн пысăк пулăмсемпе асра. Вĕсенчен пĕри - совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ туни 60 çул çитни. Пĕтĕм халăх ăна хавхаланупа паллă турĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕ 2005 çула парксемпе садсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çак тапхăрта эпир сирĕнпе пĕрле нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Кашни ялта тенĕ пекех парксемпе садсем е йывăçсен тăрăхĕсем лартса хăварнă. Малашне вĕсене тĕрĕс-тĕкĕл çитĕнтересчĕ, пур çĕрте тирпей-илеме пăхăнса пурăнасчĕ.
     Хуçалăхăн нумай отраслĕсенче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕлтĕр Патăрьел - Елчĕк çулĕ çинче 8 çухрăм çул сартăмăр, 2006 çулта çула Кавалтан Елчĕке çитиччен тĕпрен çĕнетсе килетпĕр. Анатри Тимеше те асфальтлă çул çитрĕ. 2005 çулта Шăмалака та асфальтлă çул сарса хытартăмăр, автобус рейсĕ çỹрессине йĕркелерĕмĕр, ялта врач офисĕ уçрăмăр. Районти ытти ялсенче те врач офисĕсен, тĕслĕх библиотекисен йышĕ хушăнса пыраççĕ.
     Ял çыннисен пуçаруллăхĕ ỹссе пыни те савăнтарать. Акă, В.С.Викторов предприниматель Кĕçĕн Пăла шывĕ урлă хывнă кĕпере хăйĕн укçи-тенкипе тĕпрен юсарĕ. Район центрĕнчи Андреев урамĕнче пысăк спортзал, вăтам шкул çумĕнче хоккей площадки ĕçе кĕртни - çамрăксене физкультурăпа спорта туслаштармалли тунă утăмсенчен пĕри. Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта, культурăна, общество ĕçне анлăрах явăçтармалла.
     2006 çулта пире çĕнĕ ĕçсем - халăхăн пурнăçри, йăлари условисене çĕнетесси, халăха ĕçпе тивĕçтересси, предпринимательлĕхе, ял хуçалăхне аталантарасси кĕтеççĕ. Строительство енĕпе Елчĕкри тасату сооруженине тума пуçăнмалла. Çакăн валли 2006 çулта 15 миллион тенкĕ уйăрнă. Подряд организацийĕсем вĕсемпе кăна усă курасса çеç мар, тата ытларах ĕç тăвасса шанса тăратăп. Кăçалах пирĕн "Ырсамай" çырминче плотина тумалла, çавна май культурăпа кану паркĕ тата илемленĕ. Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче спорт комплексне тума пуçăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Унта пысăк спортзал, бассейн, ватти-вĕттине вăй-хала çирĕплетмелли залсем пулĕç.
     2005 çулхи кĕркунне эпир вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене - район, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, депутачĕсене суйларăмăр. Халăх вĕсене шанса суйларĕ. Çапла вара ял поселенийĕсене кĕрекен ялсен аталанăвĕ, ял çыннисене пурăнма, ĕçлеме условисем туса парасси вĕсенчен нумай килет. Кашни яла хăтлă тăвасси пирки чи малтан вĕсен ĕçлемелле, пуçару тумалла, ертсе пымалла.
     Ял хуçалăхсенче лару-тăру çăмăл мар тетпĕр. Çав вăхăтрах "Прогресс", "Свобода", "Комбайн", "Яманчуринский" хуçалăхсем аталанса пыраççĕ. Вĕсенче ертỹçĕсем яваплăха туяççĕ. Патшалăх 2006 çулта ял хуçалăхне пулăшу пама шантарать. Унпа пĕлсе усă курасчĕ.
     Эпир пуласлăха шанчăклă пăхатпăр. Мĕншĕн тесен Елчĕк районĕнче ĕçчен, культурăллă, хăйсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан çынсем пурăнаççĕ. Вĕсене, çавăн пекех, район халăхне ĕçре ăнăçу, пĕр-пĕрне пулăшма, пурнăçа лайăхлатма, ваттисене хисеплеме, аслисем çамрăксене пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшмашкăн ăнăçу сунатăп. Пĕтĕм ăнăçу, телей, тулăх пурнăç хамăртан килет.
     Уяв ячĕпе Сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, çемьере килĕшỹ, юрату сунатăп. Сирĕн килĕре 2006 çул ăнăçу çеç илсе килтĕр.
 
     Пĕтĕм чĕререн ырă сунса -
     Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин


31 декабря 2005
00:00
Поделиться