Ватлăх телейлĕ пултăр
2001 çулхи пуш уйăхĕнчен социаллă хỹтлĕх управленийĕн специалисчĕсен пĕр пайĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ пĕрлехи пенси службине куçрĕ - кунта пенсипе тивĕçтерес, ăна çĕнĕрен шутласа парас, тỹлес, страхланă çынсен пенси прависене хаклас енĕпе ĕçлекен пая йĕркелерĕç. Пайăн тĕп тĕллевĕ пенси реформин принципĕсемпе тĕллевĕ-сене халăха ăнлантарса парасси пулса тăчĕ: ĕçпе тивĕçтерекенсен представителĕсемпе семинарсем йĕркелесси, çынсен çырăвĕсемпе ыйтăвĕсене тишкересси, çĕнĕ саккунсене тĕпе хурса методика материалĕсем хатĕрлесси. Çавăн пекех пенси прависене хакласа граждансен кивĕ пенси тытăмĕнче пухнă стажĕпе шалăвне укçа çине, пенсин расчетлă капиталне куçарать. Кăçалхи 11 уйăх пуçламăшĕ тĕлне 11027 çыннăн сведенийĕсене шута илнĕ. Конвертаци ирттернĕ май, эпир пулас пенсионерсене тивĕçлĕ канăва кайнă чухне 2001-2002 çулсенчи е ĕç тапхăрĕн кирек хăш вăхăтри 60 уйăхран пысăк шалуллă ĕç укçине шута илме сĕнетпĕр.
Ĕçре эпир тĕрлĕ предприятисенче тăрăшакансем хăйсене ĕç укçине тĕрĕс шутласа панипе, Пенси фондĕнчи харпăр хăйĕн шучĕ çине страховани тỹлевĕсене тĕрĕс куçарнипе кăсăкланман тĕслĕхсем те тĕл пулатпăр. Пурнăç кăтартса панă тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕçлев саккунĕсене пăсаççĕ, пенсине маларах кайма ирĕк пур çынсен докуменчĕсене лайăх йĕркелесе пымаççĕ, архива памаççĕ. Çавăнпа ку енĕпе йывăрлăхсем чылай. Çĕнĕ саккунсене йышăннă май, Раççей Федерацийĕн маларах тухнă саккунĕсемпе нормативлă право акчĕсем вĕсемпе килĕшсе тăманни те палăрать, уйрăмах педагогика е сывату ĕçĕсенче маларах пенсине каймалли социаллă стажа палăртассипе, йывăр е сиенлĕ условисенче ĕçленĕшĕн çăмăллатнă йĕркепе пенсипе тивĕçтерессипе, ачана 1,5 çул çитиччен пăхнă тапхăра ĕç стажне кĕртессипе. Кунта çак ыйтусене судра çеç татса пама пулать. Паллах, чылай чухне суд органĕсем çынсен тавăçне тивĕçтереççĕ - РФ Пенси фончĕн управленине маларах палăртнă тапхăрсене ятарлă стаж кĕртме хушаççĕ. Çакă та йывăрлăхсем патне илсе пырать - çынсем управленин ĕçченĕсене шанасси те чакать.
Пенсипе тивĕçтерессинчи улшăнусем вăхăтлăх çеç мар, чылай ĕçлеме - малашлăх ĕçсем тата та пысăк. Çавăнпа хамăрăн та хăнăхмалла, çынсен ăнланăвне те аталантармалла, ватлăх тулли те телейлĕ пултăр тесе тимлемелле.
"Елчĕк Ен"