Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Улшăнусем нумай

     Юлашки çулсенче медицина çине пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Республикăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Пирĕн районта та пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, фельдшер пунк-чĕсем çĕнĕ оборудованисемпе ĕçлеççĕ.
     Районти тĕп больница та çулсерен çĕнĕ оборудованисемпе пуянланать çеç мар, чирлисем ăшă та хăтлă палатăсенче выртса сипленеççĕ. Терапи уйрăмне юсаса çĕнетнĕ хыççăн пĕрремĕш пациентсен йышĕнче эпĕ те сывалса тухрăм. Уйрăма пырса кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пур çĕрте те таса та çутă, хăтлă. Л.Молоствова врач-терапевт ертсе пыракан уйрăмри шурă халатлă медработниксем хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Кашнине ятран аса илме май çук, акă, пурте сăн ỹкерчĕкре. Вĕсем уйрăма çĕнĕ тĕс кĕртнĕ çĕрте çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хучĕç.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться