Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паянхи страховка - ыранхи пенси

     Пенси реформин тĕп тĕллевĕ - обязательнăй страховани принципĕ тăрăх ĕç укçине ỹстерме тата вăрт-тăн тупăша уçса пама хавхалантаракан пенси тытăмне туса хурасси. Саккунсемпе килĕшỹллĕн, страхланнă кашни çыннăн харпăр хăй шутĕнче пухăннă укçа-тенкĕ ватлăхра пенсионера каялла таврăнать - пенси укçине тỹлеме каять. Пирĕн пай Пенси фондĕнче страхланнă çынсен уйрăм çынсен шутне куçарнă страховани тỹлевĕсене шута илес енĕпе ĕçлет те.
     Пĕрлехи социаллă налука, Пенси фондне страховани тỹлевĕсене пухасси налук органĕсен тивĕçĕ пулса тăрать пулин те, эпир те айккинче юлма пултараймастпăр. Управлени пенсисене вăхăтлă тỹлес тата укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енĕпе сахал мар тăрăшать. 2004 çулта районта пенси укçине тỹлеме 164,2 миллион укçа-тенкĕ тỹлеме тăкакланă. Çакă, тĕрĕссипе, районăн бюджечĕпе те танлашать. 2005 çул пуçламăшĕнчен 8152 пенсионерăн укçине çĕнĕрен шутласа панă. Пенсин вăтам виçи 197,47 тенкĕ ỹсрĕ, е 2147,46 тенкĕпе танлашрĕ.
     Пенсин обязательнăй страховани тытăмĕ çитĕннĕ кашни çыннах пырса тивет: ĕçлекен çынсене те, пенсионерсене те. Пурĕ 23383 уйрăм шут уçнă, вĕсене çак вăхăтчен 111293 уйрăм сведенисем кĕртнĕ. Эпир эффективлăха ỹстерес тĕллевпе налук органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, вĕсемпе страхланă çынсен пулас пенсийĕн страховани тата пухăнакан пайĕсене страховани тỹлевĕсем мĕнле пырса кĕнине тĕпчетпĕр. Пулас пенси виçишĕн уйрăм çынсен яваплăхне ỹстерессишĕн тăрăшнă вăхăтрах пĕтĕм харпăрлăхри ĕçпе тивĕçтерекенсем пирки те манса каймастпăр. Страховательсен ответлăхĕнчен, вĕсем пенсин çĕнелĕхĕсене ăнланнинчен страхланă çынсем пенси прависене пурнăçа кĕртесси, пенси капиталĕ пухăнасси килет-çке. Кунта "Прогресс" ЗАО, "Комбайн", "Свобода", "Яманчуринский", "Труд" ЯХПКсем, НПО "Промсервис" ЗАО, "Яманчỹрелти сельхозхими" ПУП ертỹçисем пысăк яваплăха туяççĕ.
     Кăçалхи 11 уйăхра страхованин тỹлевĕсене пухмалли плана районта 94,1 процент пурнăçланă. Кунта хамăр тивĕçе ăнланатпăр, прокуратурăн, Арбитраж сучĕн, суд приставĕсен службин ĕçченĕсемпе пĕрле тỹлевсене пухас енĕпе ĕçлесе пыратпăр.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться