Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культура ĕçченĕсем канашлаççĕ

     Çĕнĕ çул уявĕ умĕнхи культура ĕçченĕсен канашлăвĕ халичченхи канашлусенчен чылай урăхларах иртрĕ. Малтанах культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.А.Александрова культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ районти Депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ.
     Канашлăва районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ В.А.Викторов, район прокурорĕн çумĕ А.А.Бочкарев, районти пушар хурал инспекцийĕн начальникĕ В.С.Михайлов хутшăнчĕç.
     Виктор Алексеевич Елчĕк тăрăхĕнче преступленисен шучĕ ỹснине культура учрежденийĕсем кирлĕ пек ĕçлеменни те витĕм кỹнине палăртрĕ, культурăпа милици ĕçченĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.
     А.Бочкарев рейдсене пĕрле ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Йĕркене пăсакан ачасем çинчен çийĕнчех кирлĕ органсене пĕлтерсе мерăсем йышăнмалли çинчен каларĕ.
     Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ялсенчи клубсемпе культура çурчĕсенче елка ирттерме ирĕк пачĕç, уяв вăхăтĕнче правилăсене пăхăнса ĕçлеме сĕнчĕç.
     Канашлăва хутшăннисем маларах иртнĕ рейд материалĕсемпе паллашрĕç, айăплисене палăртрĕç. Кашни культура ĕçченĕ мĕншĕн ĕç укçи илнине ăнланса ĕçлемелли çинчен çирĕп асăрхаттарчĕç.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться