Ырра вĕрентсен - ырра, усала...
Арçын ачасен 12-13 çулта, хĕр ачасен 11-12 çулта организмра пысăк улшăнусем пулса иртме тытăнаççĕ. Ỹсмелли тĕрлĕ гормонсем хăвăртрах куçма тытăнаççĕ. Ар органĕсем аталанма пикенеççĕ. Çак тапхăрта организм питĕ хăвăрт аталанать, апат çиесси улшăнать. Çак пулăмсем çине вăхăтра тимлĕх уйăрмасан, ача чирлеме пултарать. Вĕсем вăй çукки çинчен, пуç çавăрăнни пирки калаççĕ. Çакăн сăлтавĕсене пĕлес тесен врач патне каймалла. Унсăрăн çак чир шала кайма пултарать.
Нерв, чĕре чирĕсене тĕпчени çакна кăтартса парать: вĕсем килти харкашусене, шкулти хирĕçỹсене, кун йĕркине çирĕп пурнăçламаннипе, тĕрĕс апатланманнипе, тĕрлĕрен инфекцисем ернипе аталанаççĕ. Уйрăмах психика тĕлĕшĕнчен асăрхануллă пулмалла. Час-часах ачасем аслисене кỹренеççĕ, ашшĕ-амăшĕ асăрхаттарнине çивĕч йышăнаççĕ, хирĕ-çĕве кĕреççĕ. Нумай чухне аслисем çул çитмен ачасене ăнланмаççĕ, конфликта кĕреççĕ. Çакă вара невроз патне илсе пырать, гипертони чирĕ пуçланма пултарать. Кирлĕ чухлĕ çывăрманни, канмасăр ĕçлени, уçă сывлăшра сахал пулни, вăхăтра апатланманни, пĕр тĕрлĕ апат çини, ытлашши çини ачасен сывлăхне хавшатма пултарать.
Çак вăхăтра ашшĕ-амăшĕн мĕнле пулмалла-ха( Çемьере хăйсене лăпкă тытмалла, тăнăç пулмалла. Ачасем яланах çемьере хăйсене пулăшма, ăнланма пултарнине туйччăр, канаш панине ăнланччăр, ют çын умĕнче вĕсен çитменлĕхне палăртмалла мар. Сирĕн ашшĕ-амăшĕ çеç мар, вĕсен юлташĕ те пулмалла. Ачасен кун йĕркийĕ вĕсен пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Ача яланах хăйĕн кун йĕркине йĕркелеме юратмасть. Вăл вĕренỹ çине тимлĕх уйăрмасть, урăх ĕçпе интересленме пикенет. Кунта вара аслисен пулăшмалла. Ачана хăвăр тĕслĕхĕрпе ăнлантарăр. Ачана хĕллехи кун каçхине 9-10 сехетрен кая юлмасăр çывăрма вырттарăр, çывăрас умĕн пỹлĕме уçăлтарма, уçă форточкăпа çывăрма хăнăхтарăр. Спорта, физкультурăна юратма вĕрентĕр. Спортра та асăрхануллă пулмалла. Ытлашшипех, ывăниччен йĕлтĕрпе ярăнма юрамасть. Ачан сывлăхне врач çеç мар, хăвăрăн та тĕрĕслесе тăмалла. Хăвăрăн пепкĕрсем умĕнче пирус туртни, эрех ĕçни питĕ сиенлĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ку усал йăласенчен хăтăлмалла. Хамăрăн ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулар. Вĕсем пире кура ырра вĕренеççĕ.
"Елчĕк Ен"