Хăрушсăрлăх - çивĕч ыйту
Кăçалхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри "Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх форумĕ - 2005" конференци иртрĕ. Унăн теми: "Çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе тăракан патшалăх концепцийĕн тĕллевлĕ программин проекчĕ". Конференцире хускатнă ыйтусен пĕлтерĕшĕ çинчен районти шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕн ертỹçи К.А.Алексеев паллаштарма кăмăл турĕ:
- Конференцине хутшăнакансене РФ шалти ĕçсен министрĕ Р.Г.Нургалиев, çул çинчи хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен патшалăхăн тĕп инспекторĕ В.Н.Кирьянов саламланă. Конференцире тухса калаçакансем йышлă пулнă.
Аварисем, Пĕтĕм тĕнчери банк кăтартă-вĕпе, экономикăна 500 ытла миллиард доллар чухлĕ тăкак кỹреççĕ. Раççейри лару-тăру та йывăрланса пырать. 2004 çулта çĕршывĕпе 208 пин автоавари пулнă, 35 пин çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 250 пин çын аманнă. Аварисен йышĕ 2001 çултан пуçласа тăтăшах ỹссе пырать. Юлашки 4 çулта вĕсем 32 процент ỹснĕ, вилекенсен йышĕ 17 процент нумайрах пулнă, çул çинчи инкексенче аманасси вара 4 çул каярахри кăтартуран 40 процент ытларах. Юлашки 10 çул хушшинче Раççей пĕр пĕчĕкрех хулара пурăнакансен (315 пин çын) йышĕ чухлĕ çын çухатнă. Аварисене, çынсем вилнине, аманнине кура 2004 çулта çĕршыв 369 миллиард тенкĕ тăкак тỹснĕ. Çакă çĕршыв экономикин хăш-пĕр отраслĕ-сене аталантарма çулталăкра янă укçапа танлашать. Сăмахран, электроçыхăну отраслĕпе.
Кăçалхи лару-тăру та тăнăç мар. Аварисен йышĕ 4,5 процент, аманнисен - 6,5 процент ỹснĕ.
Мĕнре-ха тĕп сăлтавĕсем? В.Н.Кирьянов палăртнă тăрăх, вырăнти хăй тытăмлăх, ĕç тăвакан органсем çул çинчи хăрушлăх ỹссе пынишĕн нимĕн чухлĕ те яваплăх туймаççĕ, хăрушсăрлăха çирĕплетессинчен айккинче пăрăнса юлаççĕ. Федераци центрĕ вĕсем çине витĕмлĕх кỹреймест, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ полномочисем çук.
Çавăнпах ĕнтĕ РФ Президенчĕ В.В.Путин хăйĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче: "... Раççейре çулсем çинчи аварисенче куллен 100 çын вилет. Сăлтавĕсем пуриншĕн те паллă. Çак хăрушă лару-тăруран тухма пирĕн тĕллевлĕ мерăсен комплексне пурнăçа кĕртмелле", - терĕ. Президент лартнă тĕллев çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетессинче патшалăх политикине тĕпрен улăштарассине пĕлтерет те. Çавăнпа халĕ федерацин министерствисем, вырăнти ĕç тăвакан органсем, обществăлла организацисем тĕллевлĕ программăсем хатĕрлеме тытăнчĕç те ĕнтĕ. Раççей Федерацийĕн çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе 2006-2012 çулсенче ĕçлемелли программа та пулĕ.
Çапла вара çул çинчи хăрушсăрлăха çи-рĕплетессинче тивĕçлĕ улшăнусем пулаççех. Çакăнта пĕрлехлĕ политика, патшалăх влаç органĕсем, обществăлла пĕрлешỹсем тĕллевлĕ, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çеç кирлĕ.