"Хăнасене" пула - çуртсăр
Ял вĕçĕнчи расна ларакан кивĕ çуртра пурăнать Иван мучи. Арăмĕ вилнĕренпе кил-çурчĕ юхăнчĕ унăн. Тирпей-илем пирки те шухăшламасть ватă. Пенси илнĕ хыççăн ун патне ялти хусахсем, ĕçкĕçсем пуçтарăнаççĕ. Пенсионер хăй те хăналать килекенсене, "симĕс çĕлене" юратакансем те илсе килеççĕ сăмакунне е ытти спирт хутăшĕсене. Сăмах май каласан, паян вĕсене уйрăм предпринимательсен лавкки-киоскĕсенче ял халăхĕнчен вăтанмасăр, пакунлисенчен хăрамасăр сутаççĕ те сутаççĕ.
Ĕнер Иван мучи урăччĕ. Питне-куçне те шыв лектернĕ пулмалла, ытти чухнехинчен таса та çутă. Каланккине хутма вут-шанкă сахал унăн, çавăнпа ĕлĕкхилле тем те çунтарать пулас, пỹртĕнче тĕтĕм йăсăрланать. Эрехне ĕçмен чухне хырăмĕ апат ыйтать пулас, мĕн те пулин пĕçерсе çиес тесе каланкка çине кастрюль лартрĕ. Тĕпсакайĕнче кỹршĕсем панă çĕр улми, кишĕр-суханĕ пур-ха унăн. Сысна чиксен кỹршĕ хĕрарăмĕ какай та каçарса панăччĕ. Яшка пĕçерсе çинĕччĕ çеç, алăка хыттăн шаккарĕç. Ытти чухне хапхана питĕрмест вăл, пĕри - килет, тепри - каять. Паян пуçĕ ĕçлет унăн, спирт хутăшĕ ĕçсе минремен. Тутă хырăмпа канлĕ кăна выртса çывăрасшăнччĕ ватă, кĕтмен юлташĕсем килни пĕтĕм шухăша сапаласа ячĕ. Пĕр бутылка пушатрĕç, тепре... Сăмах хыççăн сăмах, çамрăксем пирус хыççăн пирус мăкăрлантараççĕ. Иван мучи хăй табак туртса курман, унччен шăршине те чăтма пултараймастчĕ, пурăна-киле "хăнасем" хăнăхтарчĕç.
Ĕçкĕçсем килĕсене кайма васкамарĕç. Кунтах ăшă вырăн тупрĕç: пĕри сак çине, тепри Иван мучи çумне вырнаçрĕ. Ытти чухнехинчен сахалрах эрех ĕçнĕ ватă пỹртре çулăм ялкăшнипе вăранса кайрĕ. Хăй çумне вырнаçнă Толике, сак çинчи Ванюша вăратма тăчĕ вăл. Анчах малтанах хĕрĕнкĕленнĕ арçынсем хуп турттараççĕ çеç. Аран-аран тăратрĕ вĕсене ватă. Эрех ĕçсе минренĕскерсем ăна-кăна ăнланмасăрах урама тухрĕç. Иван мучи ытлашши ĕçменни çеç çамрăксене вилĕмрен хăтарса хăварнине пĕлсен чĕлхисем çĕтрĕç вĕсен. Пăхса тăрсах çурта çунтарса ячĕç.
- Калаттăм вĕт сире, эрехрен те хăрушăрах пирус тесе, мĕн туса хутăр, ăçта пурăнас халь манăн? - пуçне чукмар çапнăн уçăлсах кайрĕ ватă.
Ял çынни пуçтарăннă çĕре йывăç пỹрт кĕлленнĕччĕ ĕнтĕ. "Хĕрлĕ автан" ĕçкĕçсем пируспа асăрхануллă пулманран тухнине çирĕплетрĕç. Кил-çуртсăр тăрса юлнă Иван мучи ĕнсе хыçне хыçать халĕ. Сиенлĕ хăнăхусем нихăçан та ырă патне илсе пымаççĕ.
"Елчĕк Ен"