Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăххисене суйлаççĕ

     Шăмат кун Чăваш Енре вĕрентỹ учрежденийĕсенче "Чи лайăх шкул, учитель" конкурса хутшăнакан шкулсен общество экспертизин кунĕ иртрĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕрентỹ наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕлле, пахалăхпа ĕçлекен шкулсемпе учительсене патшалăх укçан пулăшать. Раççейри ултă пин шкула - пĕр миллионшар тенкĕ, вунă пин чи пултаруллă учителе çĕр пиншер тенкĕ параççĕ. Унсăр пуçне ЧР Президенчĕн çулсеренхи гранчĕсене çирĕплетнĕ.

     Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Президенчĕн премийĕсене, гранчĕсене илессишĕн тупăшакан шкул коллективĕсем, вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç.

     Чи малтанах пухăннисем умĕнче Курнавăшсем хăйсен шкулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Курнавăш шкулĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче, спортра районта çеç мар, республикипе палăрнă. Ыт ахальтен мар вĕсем 2001 çулта "Шкул - яла упракан" номинацире республикăра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Шкул ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Р.Горшкова, Т.Смирнова шăпах шкул конкурса хутшăнма тивĕçлине ĕнентерỹллĕн каласа пачĕç.

     Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул - районти хăтлă та пуян ресурс центрĕ. Вăл юлашки çулсенче пурнăç уттинчен пĕрре те юлмасть, çĕршыври, республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Вĕренекенсен йышĕ те пĕчĕк мар - хальхи вăхăтра 720 ача пĕлỹ пухать. 36 ялтан çỹрекен ачасене виçĕ автобус турттарать. Елчĕксем республикăри, районти олимпиадăсенче яланах малти ретре. Шкул ачисен пĕрлешĕвĕн çитĕнĕвĕсем, савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕн ачисен ỹсĕмĕсем хамăр тăрăхра çеç мар, республикипех паллă. Вĕренекенсем çеç мар, вĕрентекенсем те спортра пысăк ỹсĕмсем туни çинчен район халăхĕ пĕлет.

     Курнавăшсемпе Елчĕксем "Чи лайăх шкул" конкурса хутшăнма кăмăл тунă, çитес кунсенче вĕсем хăйсем патĕнче районти ĕçлĕ комиссине кĕтеççĕ.

     Çак кунах "Чи лайăх учитель" конкурса хутшăнакансем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ Пăвари шкул коллективĕ общество экспертизин кунне тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Коллектив, ашшĕ-амăшĕ математика учительницине С.А.Ивановăна ЧР Президенчĕн грант-премине илме конкурса тăратнă. Кун пирки унăн вĕренекенĕсем те, ашшĕ-амăшĕсем те сăвăласа каласа, юрласа кăтартрĕç. Çавăн пекех Курнавăшри Р.В.Димитриева, Кушкăри М.В.Портнова, Патреккелĕнчи З.П.Обручкова (вырăс чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ), Елчĕкри Л.П.Шепинова (ют чĕлхе), Л.П.Молодова (право, истори), В.Г.Молоствова (кĕçĕн класс), Г.В.Прохоров (физика), Çуткỹлти Е.И. Никифорова (математика) учительсем конкурса хутшăнма тивĕçлине пĕлтĕмĕр. Коллективпа ашшĕ-амăшĕсем чи-чи лайăххисене суйлани куç умĕнчех. Малалла кашнийĕн çак ята çĕршыв, республика умĕнче çĕнсе илме районти, республикăри комисси витĕр тухмалла. Пирĕн районтан Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен премийĕсене, гранчĕсене илме икĕ шкула, 5 учителе суйласа илмелле. Апла пулсан кашнине ăнăçу сунар.



"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться