Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çыравçăпа - тĕл пулу

     Нумаях пулмасть Курнавăш шкулĕнче Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ, чăвашсен пултаруллă çыравçи, филологи наукисен кандидачĕ Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) пулчĕ. Вăл Вырăскасси ялĕнче çуралнă, Çуткỹлти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ. Шăпах 20 çул каялла çак шкултан вĕренсе тухнă, унтан Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ.
     Е.П.Чекушкина 7, 10, 11 классенче вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕ. "Çак шкултан тухса кайни чылай çул пулин те, кунта килсе кĕрсенех хумханма тытăнтăм", - уçса пачĕ чунрине çыравçă. Вăл пире хăйĕн ачалăхĕпе паллаштарчĕ: шкулта вĕреннĕ чухнех калавсемпе статьясем çырнă Елена Петровна. "Колхоз ялавĕ", "Тăван Атăл", "Пике" тата ытти хаçат-журналта пичетленнĕ хайлавĕсем. Унăн Шупашкарта 2004 çулта "Шурă туй кĕпи" кĕнекере "Чечексем çеçке тăксан" повеçĕ пичетленсе тухнă. Ку кĕнекене Елена Петровна ыр сунса чăваш чĕлхипе литератури кабинетне парнелерĕ.
     Тăван чĕлхепе хайлавсем ăсталама юратни ăна хăйĕн малаллахи пурнăçне те литературăпа çыхăнтарма хистенĕ. Пире те вăл хамăрăн пулас профессие чун туртнипе, чĕре хушнипе суйласа илме канаш пачĕ.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться