Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çырава хатĕрленсе

     Виçĕм кун район администрацийĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.
     Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Л.Кошкин, Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи тĕп специалисчĕ Л.Горшкова, ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен службăн штатра тăман экономисчĕ В.Иванов ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа панă.
     Лаш Таяпа ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Воробьев ял администрацийĕнче юлашки вăхăтра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă.
     Çак кун Чăвашстат работникĕсем Елчĕк районĕнче ял хуçалăх çыравне мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ. Вĕсем, пĕчĕк çитменлĕхсене кăтартса хăварнипе пĕрлех, районта ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртнă.
     Районта ял хуçалăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин комисси ларăвне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртнă: мĕн туса ирттернипе лăпланса лармалла мар, çитменлĕхсене шута илмелле, ял хуçалăх çыравне пĕтĕм яваплăха туйса хатĕрленмелле. Çырав çеç пирĕн ĕçе тĕп-тĕрĕс хак парĕ, тенĕ вăл.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться