Çĕнĕлĕх - çынсемшĕн
Паян хăйпе хăй пĕччен тăрса юлнă пенсионерăн ыйтусем нумай. Ватăсене уйрăмах пенсине çĕнĕ йĕркепе тивĕçтерни ăнланманлăх кăларса тăратать. Тĕлĕнмелли çук - пенси реформине пуçăнни икĕ çул ытларах çеç. XXI ĕмĕр пуçланас умĕн кашни ĕçлекенех тивĕçлĕ канăва кайсан ăна пенсипе патшалăх тивĕçтерессе шансах тăнă. Анчах вăхăт малалла шăвать - пенсипе тивĕçтерес йĕрке те çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать, тĕрлĕ ыйтусем кăларса тăратать - вĕсене татса памаллах. Çакна шута илсе, 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çынсене пенсипе тивĕçтерессине йĕркелесе пыракан çĕнĕ саккунсем вăя кĕчĕç. 10 çул ытла "хуçаланнă" пенси çинчен калакан кивĕ саккун историне юлчĕ. Нормăлла правăн çĕнĕ докуменчĕсене йышăнни пенси тытăмĕнче те улшăнусем тума хистерĕ - çĕршывăн хулисенче РФ Пенси фончĕн управленийĕсем йĕркеленчĕç. Прогресс, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕр вырăнта тăмасть - реформа пирĕн тăрăха та çитрĕ. 2001 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ "Патшалăх учрежденине - Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи управленине регистрацилесси çинчен" йышăнăва алă пусрĕ. Пенси фончĕн управленине ĕçлеме уполномоченнăйсен службинчен, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн специалисчĕсен пĕр пайĕ килчĕç, урăхла каласан, икĕ тытăма пĕрлештерчĕç. Малтанах çăмăлах пулмарĕ: специалистсем пĕр-пĕрне сăнарĕç, тĕпчерĕç - вăхăт иртнĕçемĕн çĕнĕ, пĕрлĕхлĕ коллектив йĕркеленчĕ. Халĕ çамрăк, хастар специалистсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн пултарулăх кăтартаççĕ.
Çĕнĕрен йĕркеленнĕ управленинче ĕçлекенсен йышĕ ỹсрĕ - халĕ 23 ĕçчен тăрăшать. Çавăн пекех тытăм та улшăнчĕ: пенсипе тивĕçтерес, ăна çĕнĕрен шутласа парас, тỹлес, страхланă çынсен пенси прависене хаклас енĕпе ĕçлекен, персонификаци учечĕн тата страховательсемпе, страхланă çынсемпе ĕçлекен пайсем, финанспа экономика, администраципе хуçалăх ушкăнĕсем пур.
Управленире çынсемпе ĕçлессине тĕп вырăна хуратпăр - час-часах ял администрацисене тухса çынсен ыйтăвĕсене туллин татса паратпăр. Пенси реформине ăнлантарас тĕллевпе ĕç коллективĕсенче çынсемпе тĕл пулассине те йĕркеленĕ. Вĕсенче пенси саккунĕсен уйрăмлăхĕсене тĕпчетпĕр, ĕçпе тивĕçтерекен ĕç çыннисемшĕн страховани тỹлевĕсене куçарассипе, страхланă çынсем çинчен уйрăм сведенисем тăратассине вăхăтлă пурнăçламаллине, официаллă ĕç укçине тата вăрттăн тупăша палăртмалли майсене пĕлтеретпĕр, пенси капиталĕн виçипе паллаштаратпăр.
Пенсионерсене, халăха информаципе туллин тивĕçтерес тĕллевпе 16 консультаци пунктне, информацин 54 стендне йĕркеленĕ.
Страхланă çынсен прависене пурнăçа кĕртессипе управленинче клиент службине йĕркелерĕмĕр. Вăл уйрăм пỹлĕмре вырнаçнă, ăна хальхи вăхăтри "Клиент служби" программа комплексĕпе ти-вĕçтернĕ. Çакă çынсен çырăвĕсемпе ыйтăвĕсене централизациленĕ майпа, специалистсен ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме, ыйтусене вăхăтра тата туллин татса пама май пачĕ.
Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни пенсие шутласа памалли вăхăта чакарма (10 кун таран), çăмăллăхсене уйăхри укçа тỹлевĕсем çине куçарнă чухне, çынсене ытларах йышăнма, ĕçе лайăхлатма май пачĕ.
Пенси фончĕн ĕç-хĕлĕ сумлă та кăткăс - чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх кирлĕ. Çав вăхăтрах чун-чĕре ăшшине, çынна юраслăха упраса хăвармалла. Шăпах çакăн пек маттур та ăста специалистсем тăрăшаççĕ те пирĕн управленинче. Тавах сире, хастар ĕçшĕн.
"Елчĕк Ен"