Паспорт тĕрĕс пултăр
Раççей Федерацийĕн Правительствин "РФ гражданинĕн паспорчĕ çинчен" положенийĕпе килĕшỹллĕн, паспорт РФ гражданинĕшĕн Раççей территорийĕнче çын кам иккенне палăртакан тĕп документ шутланать.
Ыйтупа куллен чылай çын кĕрсе тухать. Ача çуралсан та, çын вилсен те, çемье çавăрас, упăшкаран е арăмран уйрăлас тесен те пирĕн пата килет. Нумайăшĕ хăçан çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна çĕнĕрен илет. Кашни çынах, 14 çул тултарнă пулсан, пирĕн пата паспортпа килмелле. Çак документ çумра пулманни вара пысăк чăрмав кỹрет. Килнĕ çыннăн ыйтăва васкаса татса памалла пулсан та, эпир ăна тỹрех пулăшаймастпăр.
Темшĕн-çке пĕрисем паспорт çинче тỹрлетнĕ, тепри - çырăннă чух упăшки хушаматне йышăннă пулин те - халĕ те хĕр чухнехи хушаматпах çỹрет, тепри тата - 20 е 45 çултан иртнĕ, анчах йĕркене пăхăнса паспорта улăштарман.
Тĕп документа мĕнле сăлтавсене пула улăштармалла-ха? Гражданин саккунпа килĕшỹллĕн хăйĕн хушаматне, ятне е ашшĕ ятне тỹрлеттерсен, е веçех улăштарсан; çуралнă вăхăт е çуралнă вырăн паспортра йăнăш пулсан; паспорта панă чухне йăнăшсем асăрхасан.
ЗАГС пайĕнче ĕçлекен хăй акт хучĕ çинче тỹрлетỹсем тусан (гражданин ыйтнипе), паспорта улăштармалли çинчен çийĕнчех асăрхаттарать.
Хамăра хамăр чăрмав кỹрер мар, тĕрĕс, чăн-чăн документпа çеç усă курар.
"Елчĕк Ен"