Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

КВНа килĕштерекенсен йышĕ ỹсет

     Весем пирĕн районта аталанса пыни куç кĕрет, çамрăксем те КВНпа çулран-çул ытларах та ытларах туслашаççĕ. Унччентерех шкул лигин вăййисене 7-8 команда хутшăнатчĕ пулсан, кăçал харăсах 19 команда хăйсен савăнăçĕпе тавçăрулăхне кăтартрĕç.

     Весем Çирĕклĕ Шăхальпе Кивĕ Эйпеçре иртрĕç. Финал вăййисене вара районти культура çуртне 7 команда пуçтарăнчĕ. "КриС" (Таяпа Энтри), "ШиШ" (Курнавăш), "РиТМ" (Кĕçĕн Таяпа), "Артишок" (Тăрăм), "Фрикадельки" (Çирĕклĕ Шăхаль), "Местные сливки" (Патреккел), "Адреналин" (Елчĕк).
     Икĕ конкурсра та чи пысăк балсене тивĕçсе Елчĕк шкулĕн "Адреналин" команди 1-мĕш вырăна тухрĕ. Сăмах май каласан, "Адреналин" район шайĕнче виççĕмĕш хут çĕнтерỹçĕ ята тивĕçет. Çавăн пекех вăл пĕлтĕр КВНăн финал вăйиисен çĕнтерỹçи пулнăччĕ, кăçал вара Старт Лигин çурма финал вăййисенче мала тухрĕ, Вăрмарта иртнĕ финал вăййисенче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
     Иккĕмĕш вырăна Патреккел шкулĕн "Местные сливки" команди çĕнсе илчĕ, виççĕмĕшне - Таяпа Энтрисен "КриС" команди. Таяпа Энтринчи 9 çул вĕренмелли шкулта вĕренекенсем хăйсенчен аслăраххисемпе ăмăртса вăйă ăсталăхĕпе малта пулни кунта КВНа юратакансем вăййа лайăх хатĕрленни çинчен калать.
     Командăсенчи хăш-пĕр участнике жюри членĕсем уйрăмшарăн палăртрĕç. Таяпа Энтринчен Инна Шадрикова, Алинăпа Анастасия Чумановăсем, Елчĕксенчен Семен Карлинпа Андрей Шадриков, Патреккелсенчен Ольга Орловăпа Вениамин Орлов, Çирĕклĕ Шăхальсенчен Владимир Васильев хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç.
     Малти вырăнсене йышăннă командăсем район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн призĕсене тивĕçрĕç. Куçса çỹрекен кубок вара Елчĕк шкулĕнче юлчĕ. Кунсăр пуçне район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата архив ĕçĕсен пайĕ командăсенчи пултаруллă çамрăксене чăваш эстрада артисчĕсен концертне кĕме тỹлевсĕр билетсем пачĕ. Çĕнтерỹçĕ-команда участникĕсем вара дискотекăра тỹлевсĕр ташласа савăнĕç.


"Елчĕк Ен"
13 декабря 2005
00:00
Поделиться