Ырă ят та утпа çỹрет
Ирхине 8 сехет çитмен-ха, Çирĕклĕ Шăхаль çулĕпе сиплев çурчĕ еннелле çынсем утаççĕ.
Малтанхи вăхăтра кунта опытлă шăл тухтăрĕ Зинаида Головина ял халăхне хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлнипе, çепĕç чĕлхипе илĕртетчĕ. Халĕ ял халăхĕшĕн тата тепĕр савăнăçлă хыпар пулчĕ - терапи уйрăмне кашни кунах массаж тăвакан специалистсем килеççĕ. Халăх йышлă пухăнать кунта халь. Пурте малти вырăн йышăнасшăн. Вĕсене ăшă кăмăлпа терапи тухтăрĕ Л.Евстафьева тата А.Сорокин массажист кĕтсе илеççĕ.
Ĕçлеме условисем лайăх, палатăсенче çутă та ăшă. Кунта çỹрекен кашни çынранах ырă сăмах илтме пулать:
- Кун пек сиплев хыççăн эпир, ватăсем, чир мĕнне те манса каятпăр.
Кашни чирлĕ çыннах вунă кун система тата укол, массаж туни сывлăхшăн усăллă пулнине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа та кунта ĕçлекен врачсемпе сестрасене сывлăх сунас килет.
"Елчĕк Ен"