Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Айккине" каякан чĕр тавар нумайран налуксем пухăнмаççĕ

     Куллен 50 тоннăран кая мар сĕт ĕçлесе хатĕрлеме пултаракан "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАО хальхи вăхăтра пĕтĕм хăватпа ĕçлейменни вăрттăнлăх мар. Кунсăр пуçне "Елчĕк сĕчĕ" ООО та сахал продукци ĕçлесе хатĕрлет. Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине хăшĕ ăçта, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те ăна районти завода мар, "айккине", Шупашкара та мар, Мускава е ытти региона сутакан усламçăсене панипе предприяти кулленхи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыраймасть. Паллах, ялти уйрăм çын хăйĕнчен илнĕ сĕте усламçă ăçта вырнаçтарнине пĕлмессе, çак ыйтупа кăсăкланмасса та пултарать. Туянакан ăна укçа парать те çакăнпа ĕç вĕçленет. Чĕр тавара вырăнта ĕçлесе хатĕрлеме май пур çĕрте ăна юта кăларса яни вара район аталанăвĕнче палăрать, хысна налуксем çухатать.

     Хирĕçлессĕмĕр çук, çын хăй таварĕпе хăй хуçа. Анчах ĕне усракан уйрăм çынсен, сĕте "айккине" мар, районти завода сутни усăллăрах пулмалла, вырăнти бюджета налуксем ытларах пухăнаççĕ. Уйрăм çынсенчен сĕт пуçтаракан районти предпринимательсем пурте чĕр тавара урăх региона леçеççĕ тесе каласшăн мар эпир. Халăрхан туяннă продукцие Елчĕкри сыр туса кăларакан завода леçекенсем те сахал мар. Апла пулсан, налуксем те район бюджетĕнче пухăнса пыраççĕ. Район шайĕнчи паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - туса илекен сĕте пуçтарса пĕтĕмпех хамăр патăмăрта ĕçлесе хатĕрлесси. Çакна çынсем хăйсем те ăнланма тивĕçлĕ: хыснара укçа пулсан района аталантарма çăмăлрах пулĕ. Ĕç кайманнине курса тăнă çĕрте "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАО халăхран сĕт пухассине анлăн йĕркелесе ярас тĕллевпе унăн икĕ автомашини хальхи вăхăтра куллен ялсене сĕт пуçтарма тухать. Тỹлев условине те çынсене килĕшмелле, усăллă палăртнă. Усламçăсенчен чылайăшĕ сĕтшĕн татăлассине, тĕрлĕ сăлтав тупса, каярахри вăхăта хăварса пырать, унтан "чĕрĕ" укçа вырăнне тĕрлĕ тавар сĕнет. Çав вăхăтрах Елчĕкри сыр туса кăларакан завод хăйĕн клиенчĕ-семпе кашни кун укçан татăлать. Сĕтĕн хакĕ те республикăри ытти заводсенчипе танах. Хальхи вăхăтра туянакан пĕр литр сĕтшĕн вăтамран 7 тенкĕ тỹлеççĕ. Çỹлерех каланине тепĕр хут палăртатпăр, панă сĕтшĕн кашни кунах укçан татăлаççĕ...



"Елчĕк Ен"
13 декабря 2005
00:00
Поделиться