Ĕçсĕр пурăнаймасть
Кăмăлпа палăрнă çынсене яланах сума сăватпăр, калаçура лайăхпа аса илетпĕр. Ăш пиллĕ, тараватлă, сăпайлă, ырă чунлă çын. Çак сăмахсене Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Т.Васильева ячĕпе калас килет. Чылай çул шăл тухтăрĕнче вăй хунă вăл. Ялти, таврари ялсенчи халăх лайăх пĕлет ăна.
1970 çултанпа Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи больницăра ĕçленĕскер, миçе çынна сиплемен-ши( Ун сăн-питĕнче нихăçан та çилĕ палли курман. Больницăпа юнашар пурăннăран кирек хăш вăхăтра та (кану кунĕсенче те) хăй патне нушапа килнĕ çынсене пулăшусăр хăвармастчĕ Тамара Филимоновна.
Т.Васильева халĕ тивĕçлĕ канура. Çапах та пĕрре те пушă лармасть вăл. Ырă ĕç тума хăнăхнă çын унсăр пурăнаймасть - паянхи кун Кивĕ Эйпеçри чиркỹре тăрăшать ĕнерхи тухтăр.
"Елчĕк Ен"