Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха пăхса, пурнăçланине тишкерсе

     Районти Депутатсен пухăвĕн раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ черетлĕ ларăвне район пуçлăхĕ Н.П.Миллин, депутатсем, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен ертỹçисем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Н.Молодова ертсе пычĕ.

     Депутатсем кун йĕркине лартнă 12 ыйтăва тишкерчĕç. Вĕсем, тĕпрен илсен, районăн аталанăвне пырса тивеççĕ, малашлăх çул-йĕре палăртаççĕ. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн ертỹçи С.Н.Цыганов палăртнă тăрăх, çитес 2006 çулта промышленность предприятийĕсем продукци туса кăларассине кăçалхинчен 3,5 процент, 2008 çулта 35-40 процент ỹстермелле, 32 миллион тенке çитермелле. Кунта çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе, пысăк пахалăхлă продукци туса кăларассипе тимлемелле.
     Ял хуçалăхне аталантарассинче те малалла утăмсем туса 2008 çул тĕлне 29-34 процент ытларах продукци туса илмелле.
     Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк 47 предприяти, уйрăм 479 предприниматель тăрăшать пулсан, 2008 çул тĕлне 52 предприяти пулмалла, вĕсенче ĕçлекенсен шутне 640 çынна çитермелле, пурĕ 90 миллион тенкĕлĕх (2004 çулхинчен 51 процент ытларах) продукци туса кăлармалла. Докладчик çавăн пекех ваккăн сутакан таварсен калăпăшне, ĕç укçин виçине пысăклатмалли, халăх пурнăçне малалла лайăхлатмалли çулсем çинче те чарăнса тăчĕ.
     Район аталанăвĕ, тăнăçлăхĕ укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулнинчен чылай килет. Финанс пайĕн ертỹçи Г.В.Анисимова районăн 2006 çулхи бюджечĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Çитес çулта бюджетăн тăкаксен пайне 142,97 миллион, тупăшсен пайне 142,7 миллион тенкĕлĕх палăртнă, çав шутра харпăр хăйĕн тупăшĕсем 15,04 миллион тенкĕ №вăл шутран: налуксемпе налуксен шутне кĕмен тỹлевсем 11,48 миллион тенкĕ, предприниматель-лĕхрен тата ытти ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшсем 3,56 миллион тенкĕ№, республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар уйăракан укçа 127,66 миллион тенкĕ (çав шутра: бюджетсене тивĕçтерсе шайлаштарас енĕпе уйăракан дотацисем 57,65 миллион тенкĕ, бюджетсене тивĕçтерсе шайлаштарас енĕпе пурнăçламалли мерăсене пулăшма уйăракан дотацисем 8,47 миллион тенкĕ, республикăн компенсаци фондĕнчен субвенцисем 53,08 миллион тенкĕ, çул-йĕр хуçалăхне тытса тăма - 8,47 миллион тенкĕ).
     Дефицит виçине 269100 тенкĕ палăртнă. Кашни пус укçана мĕнле тăкакламалли, бюджета пуянлатмалли майсене тĕплĕн шухăшланă. Çапах та докладчика ыйтусем, сĕнỹсем сахал мар пулчĕç. Сăмахран, депутатсене çĕр пулăхне ỹстерме район бюджетĕнче укçа-тенкĕ палăртманни хумхантарчĕ - куншăн республика бюджечĕ яваплă. Çĕршĕн тỹлекен налукпа та усă курма пăхнă.
     Депутатсем, проекта сỹтсе явса, Депутатсен пухăвĕн комиссийĕн председателĕн В.И.Германовăн, районти шалти ĕçсен пайĕн ертỹçин В.Н.Волковăн, район пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн сĕнĕвĕсене шута илсе, районта преступноçа хирĕç кĕрешессине вăйлатас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăна пурнăçлама 150 пин тенкĕ хушма укçа-тенкĕ хушса парса, районăн 2006 çулхи бюджетне çирĕплетрĕç.
     Виççĕмĕш ыйтупа депутатсем Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн ревизи комиссийĕ çинчен пăхса тухрĕç. Чи малтанах ревизи комиссийĕн положенийĕ çинчен Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Н.Молодова паллаштарчĕ. Ăна "Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци Саккунĕпе килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ. Вăл районти Депутатсен пухăвне пăхăнса тăрать, ăна отчет парать. Ревизи комиссийĕ район бюджетне, районăн социаллă пурнăçĕ-пе экономикин аталанăвĕн программисемпе планĕсене мĕнле пурнăçланине, муниципаллă пурлăхпа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Депутатсем ревизи комиссийĕн положенине çирĕплетрĕç, комисси председательне П.Е.Кондратьев, членĕсене С.В.Скворцов, П.М.Миронова депутатсене суйларĕç.
     Район администрацийĕн структурине улшăнусем кĕртесси пирки район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Н.Лебедева тухса калаçрĕ. Унчченхи структурăпа танлаштарсан, кунта пысăк улшăнусем пулса иртмеççĕ. Культурăпа спорт, архив ĕçĕсен пайĕн вырăнне социаллă аталану пайĕ йĕркелеме сĕннипе килĕшрĕç депутатсем.
     Елчĕк районĕн территорийĕнче 2006 çулта çĕршĕн тỹлемелли аренда ставкипе калăпăшĕ çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ С.Н.Цыганов паллаштарчĕ. Халăхăн тĕрлĕ сийне, тĕрлĕ ĕçпе ĕçлекенсене пырса тивет вăл. Кунта та хаксем питех улшăнман. Акă, гараж хуçисен, автотранспорт хатĕрĕсен яланхи вырăнĕсене тытакансен кашни тăваткал метршăн çулталăкне 11 тенкĕ, сарайсем, хуçалăх хуралтисем, мунчасем, пурасем, нỹхрепсем, вăхăтлăх хуралтăсем тытакансен 6-шар тенкĕ тỹлемелле. Банксен, финанс тата страхлакан компанисемшĕн, рыноксемшĕн - пĕр тăваткал метр çĕр çулталăкне 3 тенкĕ те 14 пуса ларать. Ку йышăнăва та депутатсем çирĕплетрĕç.
     Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн ертỹçи С.Н.Цыганов муниципаллă район тата ял поселенийĕсен полномочийĕсене пурнăçласа пымалли пурлăх переченĕпе паллаштарнă хыççăн депутатсем ăна пĕр саслăн йышăнчĕç.
     2005 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта муниципаллă 4 предприяти шутланнă, 1 хуçалăх обществин акцийĕсем районăн муниципаллă пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕнче пулнă. Вĕсене аталантарас тĕлĕшпе укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе, инвестици хывассине вăйлатас тĕллевпе хăш-пĕр объектсене приватизацилеме пăхнă. Депутатсем 2006 çулта Çĕнĕ Пăвари пушă ларакан кирпĕч çурта, ММПП ЖКХ пурлăх комплексне приватизаци тума палăртса хăварчĕç. Çавăн пекех муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене заявленисемпе килĕшỹллĕн торгисенче (аукцион, конкурс) сутма палăртнă.
     Малашлăха пăхнă май, туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки те манмаççĕ депутатсем. Вĕсем кăçалхи 9 уйăхра районăн экономикипе социаллă пурнăçĕ мĕнле аталаннине, бюджечĕ мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕç, районăн 2005 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртрĕç. Çакă тупăшсем мĕнле пырса кĕнипе, тăкаксем шайĕпе тата бюджет укçи-тенкине пĕр пайран тепĕрне куçарнипе çыхăннă. Налуксемпе налук шутне кĕмен тỹлевсен шайлашăвĕ улшăнать - вăл налук шутне кĕмен тỹлевсен енне пысăкланать. Çавăн пекех улшăнусем кĕртесси Раççей Федерацийĕн бюджечĕн тăкаксен бюджет классификацийĕ улшăннипе те çыхăннă. Кăçалхи бюджетăн тупăшсен пайне 4264 пин, тăкаксен пайне 4370,6 пин тенкĕ чакарма палăртрĕç депутатсем.
     Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикинче те кăçалхи 9 уйăхра улшăнусем пулнă. Паянхи хаксемпе пурĕ промышленность продукцийĕсем 52775 пин тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11 процент ытларах туса кăларнă. Ку енĕпе "Чăвашьенкрахмал" ООО, "Промсервис" ЗАО, "Елчĕкри издательство çурчĕ" ПУП ăнăçлă ĕçленĕ.
     Халăха куллен кирлĕ таварсене 21247 пин тенкĕлĕх туса кăларнă.
     Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал 26753 тонна тĕш тырă, 3642 тонна çĕр улми, 2200 тонна пахча çимĕç, 1521 тонна аш-какай №чĕрĕ виçепе№, 6970 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 2391, е пĕлтĕрхи çак шайран 200 килограмм сахалрах, сĕт сунă.
     Кăçал мăйракаллă шултра выльăхсене - 18 процент, çав шутра ĕнесене - 14 процент, сыснасене - 18 процент, лашасене 22 процент чакарнă. Çакă хуçалăхсен укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çыхăннă.
     2005 çулхи 9 уйăхра тĕп фондсене 6990 пин тенкĕлĕх ĕçе кĕртнĕ. Шăмалакра, Аслă Елчĕкре тĕслĕх библиотекисем, Шăмалакра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, Елчĕкре спорт комплексĕ уçăлнă, 10660 тăваткал метр пурăнмалли çуртсем хута кайнă, 406 хваттерпе çурта газификациленĕ.
     Ваккăн сутакан таварсене 56544 пин тенкĕлĕх реализациленĕ.
     Районта ĕç укçине вăхăтлă парас енĕпе улшăнусем пур пулин те, предприятисемпе организацисем çав-çавах парăмра - ĕçлекенсене пурĕ 2084 пин тенкĕ парса çитереймен. Районта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин виçи 2024 тенкĕпе танлашать.
     Федерацин налук службин управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2005 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче пĕтĕм шайри бюджетсене 29667 пин тенкĕ налук кĕнĕ, çав шутран федераци бюджетне 6725 пин тенкĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрăн 76,9 проценчĕ), республика бюджетне 13865 пин тенкĕ (109,6 процент), вырăнти бюджета 9077 пин тенкĕ (84,3 процент).
     Районта ĕçсĕррисен йышĕ 137 çынна (1 процент) çитнĕ.
     Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕн управленийĕн ертỹçи С.Н.Цыганов çак цифрăсемпе паллаштарнă май, электричествăпа ăшă энергийĕсене, çут çанталăк газĕпе çĕр кăмрăкне перекетлеме кирлине палăртрĕ. Депутатсем асăннă йышăнăва шута илчĕç.
     Район центрĕнчи çынсенчен пĕр пайĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнать. Вĕсене ăшăпа, шывпа, коммуналлă ытти пулăшусемпе тивĕçтерессипе пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă нумай отрасльлĕ производство предприятийĕ ĕçлет. Депутатсем коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемелли тарифсене, нормативсене те палăртрĕç. Çитес çул нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, сăмахран, уйăхсерен, 1 кубла метр шывшăн 5,9 тенкĕ, пỹлĕмсене ăшăтнăшăн кашни тăваткал метр лаптăкшăн 13,31 тенкĕ тỹлĕç.
     2006 çулта вырăнти хăй тытăмлăх системинче улшăнусем сахал мар пулаççĕ. Çавна май, депутатсем "Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи ял поселенийĕ-сен хушшинчи тĕп библиотека" муниципалитет учрежденийĕн уставне пăхса тухса çирĕплетрĕç.
     Муниципаллă юсавпа техника предприятийĕн хальхи вăхăтра пушă ларакан çуртсем пур. Çавăнпа вĕсене арендăна пама предприятине хăйне ирĕк пачĕç. Çакăнпа районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ вĕçленчĕ


"Елчĕк Ен"
09 декабря 2005
00:00
Поделиться