Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксен каçхине ăçта пуçтарăнас?

     Кирлĕ-и паян ял çыннине, çамрăксене культура çурчĕ? Паллах кирлĕ, тейĕччĕ нумайăшĕ: çамрăксен каçхине ăçта пуçтарăнмалла, тĕрлĕ уяв-мероприяти ăçта ирттермелле, хаçат-журналпа ăçта паллашмалла, кружоксене е секцине ăçта çỹремелле тата ытти те... Анчах культура çурчĕ çак ĕçсенчен хăшĕ-пĕрне е пĕрне те пурнăçламасан? Культура çурчĕсем мĕн ĕç туни пирки калаçмăпăр, ĕç кунĕ вăхăтĕнче кашни клуб уçă-ши, унта çамрăксем çỹреççĕ-ши?

     Яш-кĕрĕм пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăкланса район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин, культура пайĕсен, милици, редакци ĕçченĕсем каçхи рейда тухрăмăр.

     Чи малтанах пирĕн çул Тăрмăшпа Хĕрлĕçыр ялнелле выртрĕ. 18 сехет кăна иртнĕ пулин те ял тарăн ыйха путнă тейĕн - ниçта пĕр чун курăнмасть. Каçхи вăхăтра ĕçлеме тивĕçлĕ ялти пĕртен-пĕр учреждени - культура çурчĕ те хупă алăксемпе кĕтсе илчĕ. Пĕр çынна та пулин курас тĕллевпе хуçалăхăн хурал пỹртне кĕтĕмĕр. Хуралçă е ăна улăштаракан сивĕ пỹлĕмре урайĕнчех кукленсе выртса хуп турттарать. Хаяррине аванах сыпнăран хăй камне те ăнлантараймарĕ "хуралçă".

     Тĕмерти культура çуртĕнче таçтанах кĕвĕ янăрани илтĕнет. Анчах урамра 3-4 каччă тăнисĕр пуçне шалта никам та курăнмарĕ. А.Александровăпа А.Солина культура ĕçченĕ-сене хальхинче те тăванĕсем "улăштарчĕç". Сивĕ, картсăр пуçне урăх нимĕнле вăйă та çук клубра ял çамрăкĕ, чăн та, мĕн тутăр? Ялта вара çамрăк çук мар. Вĕсен, паллах, пушă вăхăта кăсăклă ирттерес килет.

     Ирĕксĕрех ял çамрăкĕ каçхи вăхăтра ĕçлекен лавккасенче е вĕсен таврашĕнче çỹрет. Ура шăнсан вара лавккана сăра ĕçме кĕрет. Хальхинче те шăпах çав вăхăт тĕлне пулма тỹр килчĕ.

     Элпуçри культура çуртĕнче çамрăк чылай. О.Мясникова культура ĕçченне çутă вырнаçтарма пулăшатчĕç вĕсем.

     Кỹлпуç клубĕ пысăк çăраллă алăкпа кĕтсе илчĕ.

     Çуткỹл шкулĕн чỹречисем инçетренех çутатса ларнăран унта чарăнтăмăр. Кунта шкул ачисемпе тан аслисем те волейболла выляççĕ. Хуралçăпа газ операторĕ те вăхăта ахаль ирттермеççĕ, спорт тумĕсем тăхăнсах мечĕк çапаççĕ. Çамрăксем ытларах шкулта пухăннăран-и (клуб директорĕ Э.Краснов та унтахчĕ) культура çурчĕн алăкĕсем хупăччĕ.

     Курнавăш ялне пырса кĕрсенех кунта ял чăннипех те пурăнать тесе çирĕплетсе калама пулать. Урам сарлакăшĕпе салтак ачисем карталанса утаççĕ. Чи кăсăкли - чăн-чăн салтак юрри юрлаççĕ. Культура çурчĕ таврашĕнче те халăх йышлă. Çакна клубра "Грация" мероприяти ирттерни те витĕм кỹнĕ-тĕр-ха, çапах та культура çуртĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çын хĕвĕшни, фойе тулли çамрăк ташлани чуна савăнтарать. Культура çурчĕ çапла пулмалла мар-и вара?

     Шкул общежитийĕнче хăйне уйрăм, шавлă пурнăç. Кунта çамрăксем пушă вăхăчĕсене чăннипех те кăсăклă ирттерни куç кĕрет. Халĕ те хĕрсемпе каччăсем залра илемлĕ кĕвĕпе ташласа киленетчĕç.

     Вăхăт 21 сехет те 20 минут кăна пулин те Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн ĕçченĕсем алăк питĕрсе килĕсене утни курăнчĕ. Ял çамрăкĕсем вара транспорт чарăнăвĕнче тăраççĕ - ирĕксĕрех кỹршĕ яла кайма тивет-çке.

     Тăрăмри культура çуртĕнче сивĕ пулин те çамрăксем чылайăн: кам бильярдла, кам нарды вăййи вылять. Эппин, çамрăксем клуб тĕлне манман-ха кунта, культура çурчĕ те хăй патне илĕртме пăрахман.

     22 сехет çитмен пулин те - шăпах çак вăхăтчен куллен ĕçлемелле культура çурчĕсем - Патреккелпе Елчĕкри культура çурчĕсем те хупă алăксемпе кĕтсе илчĕç. Ку ял çамрăкĕсем ăçта-ши? - Кỹршĕ ялта е çывăхри лавккара? Тĕрĕссипе, шăпах ялсенчи лавкка таврашĕ юлашки вăхăтра çамрăксене пуçтаракан юратнă вырăн пулса тăмарĕ-и? Унта вара - хĕвел çаврăнăш, пирус, сăра е тата хаяртараххи... Çакă та кăсăклă, ялсенчи библиотекăсем, вĕсем чылайăшĕ шăпах культура çурчĕсенче вырнаçнă, куллен каçхине 20 сехетчен ĕçлемелле. Хаçат-журнал, кĕнеке вулас текен çын унта ĕç хыççăн çеç кайма пултарать-çке тата яш-кĕрĕм те библиотекăна кĕрсе ларса кăсăклă статьясемпе паллашма пултарĕ. Анчах, хăш ялти библиотека палăртнă вăхăтчен ĕçлет-ши? Ун пеккине курман...



"Елчĕк Ен"
09 декабря 2005
00:00
Поделиться