Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ỹкерчĕксен конкурсĕ иртет

     2006 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарса парас тĕллевпе ачасен ỹкерчĕкĕсен районти конкурсне ирттереççĕ. Шкулсемпе ачасен творчество учрежденийĕсен 2005 çулхи раштавăн (декабрь) 20-мĕшĕччен хăйсен ỹкерчĕкĕсене ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне çитерме ĕлкĕрмелле. Конкурс условийĕсем: ỹкерчĕксен калăпăшĕ А4 (210 х 290) форматран пĕчĕк, А3 (420 х 580) форматран пысăк пулмалла мар. Кирек епле материал çине (ватман, картон, холст тата ытти те) çупа, акварельпе, тушьпа, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, пурăпа тата ыттисемпе те ỹкерме юрать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен пулăшăвĕсĕр ỹкермелле, ỹкерчĕк тепĕр енне хушаматпа ята, миçе çулта пулнине, хăш шкулта вĕреннине палăртма манмалла мар. Ỹкерчĕксене хак панă чухне сюжет хăйне евĕрлĕхне, илемлĕхне, ỹкерчĕк пахалăхне, пултарулăх фантазине, тематикăна шута илнине, автор миçе çулта пулнине тĕп вырăна хураççĕ.
     Призлă вырăнсене йышăннă конкурс участникĕсене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантараççĕ. Раштавăн (декабрь) 20-мĕшĕччен вăхăт нумай та мар. Пурте конкурса хутшăнма ĕлкĕрĕр.


"Елчĕк Ен"
09 декабря 2005
00:00
Поделиться