Ĕçлĕ калаçу
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ районти шкулсене тухса аслă вожатăйсемпе, директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе канашлусем ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ - районти шкулсен вĕренекенсене çирĕп пĕлỹ тата тĕрĕс воспитани парас паха опычĕпе паллашасси, ыттисем патне те çитересси.
Нумаях пулмасть çакăн пек канашлу Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта "Ачасен творчествăлла пултарулăхне урок тулашĕнчи вăхăтра аталантарасси" темăпа иртрĕ. Килнĕ хăнасене хисеп туса шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ канашлăвăн кун йĕрки питĕ анлă пулчĕ.
Чи малтанах хăнасем шкулпа паллашрĕç. Шкул çумĕнче пĕлтĕр уçăлнă ача садне çỹрекен шăпăрлансем патĕнче те пулчĕç.
Шкулта таса, тирпейлĕ, ăшă. Хитре-хитре чечексем çуллахи ăшă кунсене аса илтереççĕ. Тĕрлĕрен стенд-сем шкулăн кулленхи пурнăçне çутатаççĕ. Кунта вĕренекенсем чăннипех те алă ăстисем иккенни куç кĕретех. Çакна ятарласа ачасем туса хатĕрленĕ япаласенчен йĕркеленĕ выставкăра курма пулать. Мĕн тĕрлĕ çи-пуç çĕлеме, йывăçран тĕрлĕрен япаласем ăсталама пĕлмеççĕ ĕç урокĕсенче, "Сударушка" тата "Жемчужинка" кружоксене çỹрекен пĕчĕк алă ăстисем (ертсе пыраканĕсем Е.Ф.Питеркина, В.К.Алексеев)? Тăван халăхăн ăс-хакăлĕпе тата пурлăх культурипе ачасене тĕплĕн паллаштарма тăрăшни те курăнать. Ахальтен мар нумаях пулмасть ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе шкулта музей уçрĕç. Çавăн пекех хăнасем А.В.Адюкина педагог ирттернĕ "Çĕр - пирĕн кил" уçă меро-приятипе, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И.Н.Амаюкова "Вируслă гепатита хирĕç кĕрешесси" темăпа ирттернĕ семинар-тренинга хутшăнчĕç.
Вĕренỹ ĕçĕн ăнăçăвĕ шкулти вĕрентỹпе воспитани системин тытăмне еплерех йĕркелесе пынинчен нумай килет. Ачасене пурнăç илемне курма тата ăша хывма хăнăхтарасси, çут çанталăка, çĕре, тăван тавралăха упрама, ĕçе юратма, рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче кашни вĕренекене пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме пулăшассине тĕпе хурса çак шкулти педагогсем уроксем хыççăн тĕрлĕрен кружоксем ирттереççĕ. Шкулта пурĕ 23 кружок ĕçлет. Вĕсене пĕрлештерсе ачасен пултарулăх центрĕсене 7 йĕркеленĕ. Вĕсене шкулта опытлă педагогсем ертсе пыраççĕ. Ачасем кружоксене питĕ юратса çỹреççĕ. Çакна çирĕплетсе шкул ачисем хăнасене хăйсен ĕçĕсемпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем ăсталанă пĕчĕк парнесене те тивĕç пулчĕç килнĕ хăнасем.
Киввине асра тытса, çĕннине алла илсе вĕрентỹпе воспитани ĕçне çỹллĕ шайра тытса пыма тăрăшать Аслă Таяпари шкул коллективĕ.
"Елчĕк Ен"