Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв умĕнхи конкурссем

     Район администрацийĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕн кашни çулах конкурссем йĕркелет. Кăçал та вĕсем виççĕ пулаççĕ. Предприятисемпе организацисем умĕсене илемлетессипе 6 приз çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн пĕр приз, иккĕмĕшшĕн - иккĕ, виççĕмĕшшĕн - виçĕ приз. Ку енĕпе "Сыр туса кăларакан завод" ОАО ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ.

     Предпринимательсем хушшинче магазинсемпе офиссене илемлетессипе те уйрăм конкурс пулать.

     Шкулсем хушшинче вара "Юмах тĕнчинчи чи лайăх персонажсем" конкурс вĕренекенсене хавхалантарма тивĕç. Çак конкурссене хутшăнса мала тухакансене хаклă парнесем кĕтеççĕ.

     Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Н.Волков криминаллă лару-тăрупа паллаштарнă. Районта çамрăксем хушшинче преступность ỹсет, общество тата уйрăм çын харпăрлăхне вăрласси чакмасть - çаксем пĕтĕмпех паянхи кун паллисем.

     Юлашки вăхăтра панкрута тухакан хуçалăхсем, организацисем пур. Чылайăшĕ вĕсен архивĕсене сыхласа хăварассинче яваплăха туймасть. Каярахпа çакă пенсие тухма вăхăт çитнĕ çынсен умне йывăрлăх кăларса тăратать. Çакăн пек ан пултăр тесен мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен культура, спорт, архив ĕçĕсен пайĕн специалисчĕ В.И.Амасева, Пенси фончĕн районти уполномоченнăйĕ З.А.Яковлева каласа пачĕç.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться