Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Парăм çитес çула ан куçтăр

     Çулталăк вĕçленсе пырать. Çĕнĕ çула парăмпа кĕрсен çулталăк вĕçленичченех çын куçĕнчен пăхмалла пулать, теççĕ халăхра. Ун пек хăрушлăх çук мар. Тунти кун район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура район пуçлăхĕ Н.П.Миллин районти ял хуçалăх предприятийĕсем, учрежденисемпе организацисем электроэнергипе усă курнăшăн "Чăвашэнергосбыт компанийĕ" ОАО умĕнче 1,2 миллион тенкĕ парăма кĕнине пĕлтерчĕ. Районĕпе шутласан çак цифра пысăках мар пек туйăнать. Анчах район пуçлăхĕ парăма çитес çула хăвармалла маррине аса илтерчĕ.

     Районти финанс пайĕн ертỹçи Г.В.Анисимова районта тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк планĕпе илсен 11 миллион тенкĕ налук парăмĕ юлнă пек курăнать налук органĕсенче. Г.Анисимова, чылай предприятипе организаци бухгалтерĕсем налуксем куçнине сверка туманнипе çак цифра пĕчĕкрех пулмаллине палăртрĕ пулин те, район пуçлăхĕ ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться