Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашне тата çирĕп ыйтĕç

     Хамăр пурăнакан тавралăх илемĕшĕн тăрăшасси, ялсенчи санитарипе эпидемиологи тата экологи хỹтлĕхĕшĕн тимлесси кашни çыннăн тивĕçĕ пулмалла. Юлашки çулсенче тирпей-илем ыйтăвне тата çивĕчрех, анлăрах хускатма тытăнни куç умĕнче. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин вăя кĕнĕ ятарлă Саккунĕ те пур. 2003 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 22 номерлĕ "Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен" Саккуна тĕпе хурса ЧР Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем хутшăннипе чỹк уйăхĕнче Елчĕк районĕнче ятарласа тĕрĕслев ирттернĕ.

     Район центрĕнче суйласа илнĕ обществăлла вырăнсенче ирттернĕ тĕрĕслев юлашки вăхăтра Елчĕкре санитарипе эпидемиологи тата экологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру япăх енне улшăннине кăтартса панă. Уйрăмах Кĕçĕн Пăла, Таяпинка çырмисене çынсем килти ăпăр-тапăра нумай пăрахнине тупса палăртнă. Çак çитменлĕхсене вăхăта вăраха тăсмасăр пĕтерес тĕлĕшпе 1999 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă "Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен" тата ытти федераллă саккунсене пăхăнса тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине палăртса каланă. Паллах, чи малтан çакăншăн Елчĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ яваплă пулса тăрать.

     2003 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 22 номерлĕ "Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен" Саккунпа килĕшỹллĕн тĕрĕслев вăхăтĕнче Елчĕк ялĕнчи уйрăм хуçалăхри 40 çынна явап тыттарнă.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться