Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лида сукмакĕ

     Курнавăшри Вăтакас урам тĕлĕнчен Кĕçĕн Пăла урлă каçсан Вырăскасси сăрчĕ ывăç тупанĕ çинчи пек курăнса выртать. Çакăнта Тĕмере каякан сукмак çип пек тăсăлатчĕ. Вăхăтĕнче ăна "Лида сукмакĕ" тесе калатчĕç. Çак сукмак 1941-1948 çулсенче Курнавăш хĕрĕшĕн - Маргарита Красновăшăн (хĕр чухнехи хушамачĕ Курчина, чĕнессе ялта ăна Лида тесе чĕннĕ) ĕмĕрлĕхе асне тăрса юлнă. Мĕншĕн тесен çав тỹрĕ сукмакпа куллен тенĕ пек Курнавăшран Тĕмер шкулне ачасене вĕрентме васканă вăл. Çумăр и е уяр çанталăк - правур утакан хĕр утти сукмака такăрлатнă.

     Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Маргарита Макаровна хăйĕн çамрăклăхĕпе вăй питти чухнехи вашаватлăхне çухатмасăр утса тухнă каçалăк пархатарлă пулнăшăн питĕ савăнать. Сăлтавĕ те пур çав, 40 çул хушшинче миçе çĕр ачана пĕлỹ тĕнчине илсе кĕмен-ши вăл? Пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ май, черчен те хăюсăр шăпăрлансене çавăтса тенĕ пек шкул алкумĕн картлашкисемпе малалла хăпартнă. Сас палли çумне сас палли хушса вулама, тĕрĕс те хитре çырма, уçă та янăравлă саспа сăвă-юрă шăрантарма пĕтĕм пĕлĕвĕпе ăсталăхне панă вăл.

     Паян вăл хăй вĕрентнĕ ачасен ỹсĕмĕшĕн хĕпĕртет. Кашнине хушаматран ас тăвать. Вĕренекенĕсем те манмаççĕ паллах. 

     - Ун чухне айван ача пулнă, каçарăр пире, Маргарита Макаровна, - текенсене те тахçанах каçарнă ватăлнă педагог. Тепĕр тесен, ача ачах çав, кам-ха шухă пулман пĕчĕккĕ чухне? Сисместĕн те, кушăрханă пит-куçĕнче ырă кулă палăрма тытăнать. Чăн-чăн учитель çеç ачасене юратса, вĕсен пултарулăхне туптаса малалла аталантарма пултарать. Çак пахалăх пуррипе палăрса тăнă та М.Краснова вĕрентекен.

     Ахальтен мар вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче паян заводсемпе уй-хирсенче тăрăшакансем, ăста строительсем йышлă. Манмаççĕ юратнă вĕрентекенне вĕренекенĕсем, ăшă салам яраççĕ, ырă сăмахпа аса илеççĕ.

     Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. Ваттисен танлаштарăвĕн витĕмĕ этемшĕн те вырăнлă. Лидăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ колхозсем йĕркеленĕ тапхăрпа, йывăр та пăтрашуллă вăхăтпа пĕр килнĕ. Аслисемпе танах уй-хир ĕçĕнче тар тăкма тивнĕ унăн. Çемьере асли пулнăран, ĕç çумне те ир-ирех çыпçăннă. Ашшĕ, Макар Иванович Курчин, хĕр ачана тырă вырма, çава-çурлапа мĕнле ĕçлемеллине вĕрентнипе пĕрлех ĕçре чăтăмлă, вăр-вар пулма та хăнăхтарнă. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ хавхалантарнă та ăна. Макар Иванович Курчин ĕçшĕн хыпса çунакан, уçă чунлă, калаçма юратакан вашават çын пулнă. Аслă Пăла тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕпе, Дария Яковлевнăпа, пĕрлешсе çемье çавăрнă. Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ырă-сывă çитĕнтернĕ. Макар Иванович ял халăхĕн ĕçне-хĕлне аван курса-туйса тăнă. Колхозра ăна ревкомисси членне суйланă, вăрçă умĕн уй-хир бригадирĕнче вăй хунă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. 1944 çулхи акан 20-мĕшĕнче хаяр çапăçура вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Волынск облаçĕнчи Безымянный хуторĕнче пытарнă. Тарье инке, нумай салтак арăмĕ пекех, мăшăрĕ çапăçура пуç хунине чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ. Виççĕмĕш уй-хир бригадинче маттур тăрăшса "Ударник" ята тивĕçнĕ. Бригадир хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Маргарита Макаровна амăшĕ пирки чи ăшă сăмахпа аса илет:

     - Çăмăл марччĕ вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи кун-çулсем. Анне ĕçрен чылай çĕрле таврăнсан та, ах, ывăнтăм теместчĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арлатчĕ, çăва тухсан вĕлле хурчĕсем пăхатчĕ. Епле пулсан та ал-ура çавăрасчĕ тенĕ. Пĕр вăхăтра лупас хыçĕнче сад чĕртсе янăччĕ те çуркуннепе тавралăх ырă шăршăпа савăнтаратчĕ. Манран кĕçĕнреххисем те ĕçпе пиçĕхсе ỹсрĕç. Ял-йыш хисепне тивĕçрĕç. Атте-анне пире чăн-чăн çын пулса ỹсчĕр тесе вăй-халне шеллемерĕç, - тет асилỹсен çăмхине сỹтнĕ май Маргарита Макаровна.

     Курнавăшри çичĕ çул вĕренмелли шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерсен, 1938 çулта Патăрьелĕнчи педтехникума вĕренме кĕнĕ Лида. Вĕрентекен ĕçĕ пархатарлă пулнине чĕрипе туйнă вăл. Асăннă шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕр ачан пирвай хамăр районти Тĕмер ялĕнче ачасене вĕрентме шăпа пỹрнĕ.

     - РОНО направленийĕпе эпĕ 1941 çулта шкул директорĕн пỹлĕмне хăюсăррăн шаккаса кĕрсе тăтăм. Хам мĕнле тĕллевпе килнине пĕлтертĕм. Вăл ман çине шăтарасла витĕр сăнаса пăхса тăнă хыççăн çапла каларĕ:

     - Хĕрĕм, эсĕ питĕ çамрăк вĕт-ха, çитменнине тата ачасем те нумайăн. Икĕ класс йĕркелеме пỹлĕмĕ те çук, пĕр класра 42 ача вĕрентмелле. Пултарайăн-ши?

     Илья Павлович Иголкин завуч вара хушса хучĕ:

     - Ан тив, ĕçлетĕр, куçĕсем питĕ чĕррĕн, ĕмĕтлĕн, ăслăн пăхаççĕ, шанчăк пур, текелесе шкулти йĕрке çинчен паллаштарма пуçларĕ.

     Çапла пуçланнă çамрăк учительницăн пурнăç сукмакĕ. 7 çул Тĕмер шкулĕнче ĕç-ленĕ Лида. Çуркуннесенче кăна çурхи шыв-шур кĕпере илнипе хваттере кĕме тивнĕ. 9 çухрăмри шкула çỹресен те пĕрре те кая юлман вăл. Ачасем пĕлỹ енелле ăнтăласси вĕрентекен ăсталăхĕнчен те килет. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулнă май М.Краснова учительница ачасен вĕренес хăнăхăвне сăнасах тăнă. Хăш-пĕри ку е вăл япалана хăвăрт ăнкарса илет, тепри çăмăллăнах мар. Кунашкаллисемпе кая юлса ĕçлеме те тивнĕ.

     Тивĕçлĕ канăва кайичченех Маргарита Макаровна Курнавăшри шкулта ырми-канми ĕçленĕ. Общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Икĕ çул вăрмана шкул вутти хатĕрлеме кайнă. Çулла çурлапа тырă вырнă, агитатор пулса "Боевой листок" кăларнă. Учительсен коллективĕ спектакльсемпе концертсем кăтартма кỹршĕ ялсене те кайнă.

     Иртнĕ вăхăта астăвакансем пур-ха. Акă, 1947 çулхи кĕркунне Тĕмер учителĕсем концертпа килнĕччĕ те "Çеçкелен пилешĕм, чечеклен пилешĕм" юрра ытараймасăр икĕ хут юрлаттарчĕç. Кайран çав юрă пирĕн ялта пĕтĕм çамрăкăн юратнă юрри пулса тăчĕ. Ăна улахсенче те, вăрман касма кайнă чухне те хĕр упраçсем вĕçрен янăрататчĕç.

     1975 çулта Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе Курнавăшри учительсен коллективĕ Н.Терентьев çырнă "Куккук çаплах авăтать" драма лартса панăччĕ. Унăн прологне М.Краснова вуланине куракансем чун-чĕререн хумханса итленĕччĕ. Пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсене епле манайăн-ха тата?! Василиса Никифоровна Синицына, Серафима Артемьевна Смирнова, Валентина Петровна Смирнова яланах пĕр тăван пек килĕштерсе ĕçленĕ. Ăшшăн аса илет кашнинех ватă педагог.

     Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Ачасене вĕрентнĕ çĕрте нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Маргарита Макаровна Красновăна 1953 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе, 1970 çулта "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ят парса чысланă. Çавăн пекех мухтав хучĕсене вуншар тивĕçнĕ.

     М.М.Краснова Курнавăшрах тĕпленсе çемье çавăрнă. Василий Федорович Красновпа пĕрлешсе виçĕ ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Василий Федорович вăрçă участникĕ, виçĕ орден кавалерĕ, нумай медаль унăн кăкăрне илемлетет. Ачисем те тахçанах пурнăç çулĕпе сумлăн утаççĕ. Валера кун-çулне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, Луиза Санкт-Петербургра, Слава - тăван колхозăн хуçалăх таварĕсен складĕн заведующийĕ.

     Пархатарлă кун-çул утса тухнă 81 çулхи Маргарита Макаровна. Унăн пурнăç çулĕ ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнчех пултăрччĕ.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться