Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Ылтăн туй" кĕрекинче

     Шăп та лăп аллă çул каялла, чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Аслă Елчĕкре Адюковсен çемйи чăмăртаннă. Ылтăн çĕрĕ те тăхăнайман вĕсем, Мендельсон маршĕ те янăраман, туй-çăнăхта сĕтелĕ те тутлă апат-çимĕçпе йăтăнайман. Аслă вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ял çамрăкĕсен пурнăçĕ çăмăл килмен.

     Алексейпе Марийăна тăватă класс анчах вĕренме тỹр килнĕ. Вĕсем ачаллах колхоза ĕçлеме тухнă. Мария кантăр çапма 10-12 çулсенчех тытăннă. Алексей те мĕн ачаран ĕçре харсăр пулнипе палăрнă. Ар çулне çитсен Совет Çарĕн ретне тăнă. Тăрăшуллă та хастар каччăна салтакран килнĕ-килменех Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн пĕрремĕш уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. Çак бригадăрах пулас мăшăрĕпе - Марийăпа тĕл пулнă. Хитре сăн-питлĕ, пăрчăкан евĕр вăр-вар хĕре куçран вĕçертмен ĕнерхи салтак.

     Çăмăл пулман хресчен пурнăçĕ. Çапах та аллă çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăр çав çулсенчи çепĕç вăхăтсене, илемлĕ те юратуллă каçсене нихăçан та манаймасть. Ĕç хыççăн темĕнле ывăнсан та каçхине вăййа тухни тепĕр кунне ирех тăрса хире тухма вăй-хал панă.

     Пĕрлешсен çĕнĕ мăшăр районĕпе кĕрлесе тăнă хăмла бригадинче вăй хунă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен "симĕс ылтăн" плантацийĕнче тарăшнă Адюковсем. Çемьери кашни çын хăмла татнă çĕрте тар тăкнă. Харсăр çемье кашни кĕркунне 16-шар центнер "симĕс ылтăн" татнă.

     Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерсе çирĕп воспитани панă. Алексей Ивановича Мария Деомидовна сак тулли ача-пăча çитĕнтернĕ. Кашнине юратса пăхса çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе пилленĕ. Çичĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Мĕн ĕмĕртен пыракан йăлапа арçын ача çуралсан салтака, хĕр çуралсан качча кайма юрăхлă пултăр тесе пилленĕ ашшĕпе амăшĕ. Ывăлĕсем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Вĕсен хушшинче çар çынни те, колхозник та, учительпе нефть кăларакан та пур. Виççĕшĕ Сургут хулинче нефть кăларнă çĕрте чăваш ятне çỹле çĕклеççĕ. Александр - Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ. Валери "Прогресс" акционерлă обществăра вăй хурать. Кĕçĕнни, Люся, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи шкулта ачасене пĕлỹ парать. Толя - Йĕпреç районĕнчи çар комиссариачĕн ĕçченĕ. Кĕрỹшĕпе, кинĕсемпе пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ ватăсем. Сургутра пурăнакан кинĕсем хамăр районтанах. Вĕсемпе хăнана килсен чĕвĕл-чĕвĕл калаçса чунне пусарать хуняма карчăкĕ. Тĕп килти кинĕ - Любовь Германовна - хунямăшнех хывнă - ĕçре харсăр вăл, пĕр çăвартан пурăнаççĕ вĕсем.

     Мăнукĕсемпе те савăнаççĕ Мария Деомидовнăпа Алексей Иванович. 11 мăнукĕ, пĕр кĕçĕн мăнукĕ аслашшĕпе асламăшĕн чун йăпатмăшĕ.

     Аллă çул юнашар утса тухнă çулсенче пăрăнчăклă та тумхахлă сукмакĕсене те, хуйхи-суйхине те сахал мар чăтса ирттернĕ Адюковсем, çапах савăнăç-телейĕ ытларах пулнă, ачисемшĕн тăрăшса, вĕсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе, ĕçĕпе савăнса малалла талпăннă. Халиччен ачисенчен сивĕ те усал сăмах илтсе курман Мария Деомидовнăпа Алексей Иванович.

     Хисеплĕ юбилярсен ылтăн туйне районти культура çурчĕн сцени çинче ирттертĕмĕр. Вăрăм та тумхахлă пурнăçăн сукмакĕпе чыслăн утакан Адюковсен çемйине ЗАГС пайĕн хисеплĕ хăнисен кĕнекине кĕртрĕмĕр. Районта ылтăн туйсем ытларах кĕрлеччĕр, вĕсене чаплă лару-тăрура чыслассине малалла ĕçе кĕртсе пыратпăр. Ватăсен пилĕ çамрăк мăшăрсене çиттĕр. Çемье тĕрекĕнче-çке пурнăç илемĕ.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться