Хисеплĕ юбиляра чысласа
Анне - мĕнле витĕмлĕ, ачаш, çепĕç, ырă та мăнаçлă сăмах. Мĕн пур-ши санран çывăххи. Пĕчĕк ача чĕлхине "анне" сăмахран уçать. Ахальтен мар юлашки çулсенче Амăшĕсен кунне анлăн паллă тума пуçларăмăр. Курнавăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем ялти тĕслĕх библиотекине хисеплĕ хĕрарăмсене йыхравларĕç. Уяв каçĕнче ĕçчен те культурăллă амăшĕ Лидия Семеновна Платонова тивĕçлĕ канăва кайнине паллă туни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Лида аппа Кушкă ялĕнчи Галошевсен харсăр çемйинче çуралса ỹснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан тăван колхозра пăру пăхакан пулса тăрăшнă. Çамрăк çамрăках, ывăнсан та вăйă-кулăсăр пултараймасть. Лидия Семеновна Курнавăш каччипе - Веннадий Романовичпа пĕрлешме килĕшни çинчен тус-тăванĕсене пĕлтернĕ. Акă, Платоновсем çемье пурнăçĕн çулĕ çине тăраççĕ. Çемье хутшăнать-и, çурт-йĕрне çавăраççĕ-и - тăван колхозра ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Хĕрарăма ача амăшĕ пулма пилленĕ çỹлти турă. Хăйĕн пепкине чĕре çумĕнче ỹстерсе, кăкăр ĕмĕртсе, куç шăрçине сыхланă пек сыхласа тĕреклĕ те ырă кăмăллă икĕ ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Лида аппан мăшăрĕ йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Паллах, пĕччен хĕрарăма çăмăл пулмарĕ виçĕ ачана пăхса ỹстерме, çывăрман каçсене те шутласа пĕтереймĕн, ларса канман кунсен шучĕ те çук...
Çемьере ывăл çуралсан салтака юрăхлă пултăр тетпĕр. Икĕ ывăлĕ те Тăван çĕршыва чыслăн хỹтĕлерĕç. Кĕçĕн ывăлĕ, Алеша, çак кунсенче салтак тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăнмалла. Амăшĕ маттур ывăлĕсемшĕн темиçе хутчен те салтакран Тав çырăвĕ илчĕ. Ун пек чухне савăнăç куççульне пытармасть Лида аппа.
Хĕрĕ Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренет. Лидия Семеновна кил-çуртне тирпейлĕ, тĕреклĕ тытса пырать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Ĕçне кура - хисепĕ. Уяв кĕрекине "Нива" хуçалăх ертỹçи Г.Смирнов, Курнавăш ял администрацийĕн ертỹçин çумĕ Е.Смирнова, ĕçпе вăрçă ветеранĕ А.Игнатьев, пĕрле ĕçлекенĕсем, çывăх тăванĕсем юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Культура çурчĕн директорĕ П.Смирнов район администрацийĕн культура пайĕн Хисеп грамоти парса чыс турĕ. Ялти пултарулăх ушкăнĕ савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. М.Горшкова, С.Кудряшова, Т.Смирнова шăрантарнă юрăсем амăшĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕç. Уява тĕрленĕ ỹкерчĕксен выставки те илем кỹчĕ. Шкулта вĕренекен ачасем те Амăшĕсен кунĕ ячĕпе ялта, районта иртекен сăвă çыракансен, ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç.