Хĕлле те канăç памасть
Юлашки вăхăтра районта автобуссем япăх çỹрени, хăш-пĕр кунсенче рейссем пачах пулманни çул çỹрекенсене чăрмав кỹнĕ. Çак ыйтăва ятарласа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А.Ефимов тишкернĕ. Çавна май вăл пассажирсене илсе çỹрекен предприятисен ертỹçисемпе тĕл пулни, ыйтăва татса парассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Автостанцирен тĕп больницăна пассажир транспорчĕ çỹретесси пирки канашлура пĕр хутчен çеç мар сăмах хускатнă. Анчах автобус çỹретмелли çула сарлакалатасси, чарăну вырăнĕсем тăвасси, ятарлă паллăсем лартасси вăраха тăсăлнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çак ĕçсене пĕр эрнере вĕçлеме хушрĕ.
Район центрĕнчен Елчĕкри кирпĕч завочĕпе юнашарти свалка патне çул тума çулталăк каялла пуçăннă. Çак ĕçе Елчĕкри ДПМК пурнăçлать. Анчах çул тăвасси вăраха тăсăлнă. Хĕллехи кун, паллах, асфальт сараймăн. Çапах та юр тултарса лартиччен хăйăрпа вак чула сарма пулать. Çитес çула ĕç те сахалланать. Елчĕкри ДПМК ертỹçи В.П.Скворцов ĕçе хăвăртлатма пулчĕ.