Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çырав çинчен ытларах пĕлер

     2006 çулхи утă (июль) уйăхĕн 1-25-мĕ-шĕсенче пулакан Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе районта хатĕрленỹ ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе тимлекен штатра тăман службăн ĕçченĕсем статистика уйрăмĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсен, ял администрацийĕсен специалисчĕсемпе пĕрле çырав объекчĕсене тĕрĕслесе палăртаççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен хисепĕ паллă: 29 ял хуçалăх организацийĕ, 32 фермер (хресчен) хуçалăхĕ, 28 хушма хуçалăх, 9000 уйрăм хушма хуçалăх.

     Çырав Сталин вăхăтне аса илтермĕ-и, ун чухне кашни улмуççипе чăхшăн налук илнĕ текен сас-хура та çỹрет халăхра. Ку вара сас-хура çеç. Çав вăхăт каялла таврăнмĕ. Садри йывăçсене касмалла мар, выльăх-чĕрлĕхе те пĕтермелле мар. Ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕ - налук пухассине ỹстересси мар, ял хуçалăх производствинчи лару-тăрăва туллин палăртасси, тавар туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатасси.

     Кăçал, 2005 çулта туса ирттермелли хатĕрленỹ тапхăрĕнчи чи кăткăс ĕçсем - çырава хутшăнакан ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне хатĕрлесе çитересси. Çырав объекчĕсен 8 списокне тумалла, унта ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен тĕрлĕ категорине кĕртмелле. Календарлă план мероприятийĕсемпе килĕшỹллĕн Чăвашстатăн çулталăк вĕçлениччен йĕркелỹ ĕçне нумай пурнăçламалла, анлăн çутатса памалла. Çыравăн хатĕрленỹ планне, ялсен карттисемпе схемисене хатĕрлемелле, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн йĕркелемелле.

     Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерни федерацин информаци ресурсĕсене йĕркелеме, ял хуçалăх тытăмне, унăн ресурсĕсен хăватне, вĕсемпе мĕнле усă курнине палăртма, çавăн пекех муниципалитет хутлăхĕсенче ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни çинчен тулли информаци илме май парĕ.

     Çырав вăхăтĕнчи сведенисене вара никама та кăтартмаççĕ, вĕсем вăрт-тăнлăхра юлаççĕ. Анкетăра ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен тупăш калăпăшне, вĕсен хушамачĕсене, адресĕсене палăртмаççĕ. Информацие çырава хутшăнакан çын каласа панине шута илсе çеç çыраççĕ. Уйрăм çынсем вара унта хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ. Çакна тума вĕсене никам та ирĕксĕрлемест. Апла пулин те, çырава хутшăнассине Раççейри кашни гражданин хăйĕн обществăлла тивĕçĕ тесе шутламалла.



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться