Çĕнĕ урамра та çутă
Кỹкеçри "Энергосетьстрой" ОООн Елчĕкри участокĕн коллективĕ иртнĕ эрнере Тĕмерти Çамрăксен урамĕнчи çуртсене электричество энергийĕпе сыпăнтарнă.
Çичĕ çул каялла Тĕмерте культура çурчĕпе юнашар Çамрăксен урамĕн пĕрремĕш çурчĕн никĕсне хывнă. Çак вăхăтра унта 7 çурт çĕкленсе ларнă, 8-мĕшĕн стенисене хăпартнă. 4 çуртра пĕлтĕрех çут çанталăк газĕ янă. Анчах çĕнĕ урама электричество кĕртесси вăраха тăсăлнă пирки çамрăк çемьесен çуртсене куçма май килмен. Сăлтавĕсем кунта нумай: проекта темиçе хутчен улăштарни те, район бюджетĕнче депутатсем çулталăк пуçламăшĕнче çĕнĕ урамсене электрификацилеме укçа-тенкĕ уйăрманни те, ял çыннисем унччен хăй тĕллĕн пулнă ĕç халĕ мĕншĕн чăрмав пулнине ăнланманни те...
Çамрăксен урамĕнче кирпĕчрен купаланă çуртсем кăнтăр енне пăхсан хитрен курăнса лараççĕ. Нумайăшĕ икĕ хутлă. Предприниматель, усламçă ĕçĕпе пурăнакансем мар, ытларах алă вăйĕпе, ăс-тăн ĕçĕпе ĕçлесе пурăнакансем тĕпленме шутланă кунта. Акă, Çирĕклĕ çырминчен, плотинаран инçех мар, икĕ хутлă çуртра Надежда тата Александр Васильевсем çурт лартнă. Мăшăрĕ ялти лавккара ĕçлет, Александр Мускава ĕçлеме çỹрет, ялти ытти ĕçсенчен те пăрăнмасть. Васильевсем çĕнĕ çурта çуллах пурăнма куçнă. Анчах электричество энергийĕ пулманни кĕркунне самаях чăрмантарнă. Газ пулни лайăх-ха, анчах çутăсăр тата кичем-çке. Юлашки икĕ уйăхра мĕн чухлĕ çурта çунтарнине шутласа та пĕтереймест çамрăк мăшăр. Çавăнпа аслисем кăна мар, вĕсен пĕчĕк ывăлĕ электричество кĕртнĕшĕн питĕ савăннă.
Çак урамрах Евстафьевсен çурчĕ вырнаçнă. Афган вăрçин участокĕ Владимир Евстафьев çемйи пурăнать кунта. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Ывăлĕпе, кинĕпе юнашар Аттелĕхĕн Аслă вăрçин инваличĕ Николай Васильевич Евстафьев хỹтлĕх тупнă. Çемье маларах тĕп урамра пурăннă. Çамрăксем çĕнĕ çĕре вырăн илсе çурт лартсан вăрçă ветеранне те ывăлĕ-пе кинĕ хăйсенчен хăварман. Николай Васильевич пĕлтĕр 80 çул урлă каçнă, çитес çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче 81 çул тултарать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче нумай пулма тивмен унăн.
Эшелона фашистсен бомбардировщикĕсем бомбăсем пăрахса аркатнă: шăп çавăнта Н.В.Евстафьев ураран йывăр аманнă, ĕмĕрлĕх инвалид пулса юлнă. Мĕн тăвăн фронтра кашнин шăпи уйрăм. Пĕри вăрçă пуçланиччен Çĕнтерỹ кунĕ патне çитет, тепринпе шăпа пĕрремĕш çапăçурах, çул çинчех йывăр амантать, е чăлах туса хăварать. Николай Васильевич вăрçă хыççăн механизаторта, техникăпа çыхăннă тата ытти ĕçсенче ĕçленĕ. Ял-йышра хăйĕн ырă ятне çухатман.
- 1967 çулта Тĕмерте электричество çути парсан халăх мĕн тери савăннине ас тăватăп, - тет ĕçпе вăрçă ветеранĕ. - Ильич лампочки тĕттĕмлĕхрен хăтарчĕ. Хальхинче вара, пур çĕрте те çутă пур чухне электроэнергисĕр нушаланни пуçа кĕмест, - тет ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Ĕçпе вăрçă ветеранне ăнланма пулать: рынок саманине куçнăранпа унччен тỹлевсĕр пулнă япаласемшĕн, ĕçсемшĕн укçа тỹлеме тивет. Тепри ĕçе йĕркелесе яма пĕлмест. Саккунсем улшăнса пыни те чăрмав кỹнĕ. Çамрăксен урамĕнче электричество çути пултăр тесе Тĕмер ял администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сергеевич Муллин нумай тăрăшнă. Сăмах май каласан, урамра эпир хăнăхнă юпасем çинче электричество пралукĕсем мар, кабельсем карнă. Ку вăл кирек мĕнле çанталăкра та кашни килте электроçутă пуласса, унăн шанчăклăхĕ пысăк пуласса пĕлтерет. Ыт ахальтен-и урамра пурăнакансем ял администрацийĕн пуçлăхне А.С.Муллина, энергетиксене тав тăваççĕ.
Çамрăксен урамĕ çурçĕр хĕвел тухăç енче, сăртран ял çине пăхса ларать. Кăçал пурăнма куçнă çемьесем кашнийĕ хăйĕн вăйĕпе çурт умĕсене электричество лампочки çакма шантарчĕ. Тахçан, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче, Г.Кузнецов-Кели поэт çак вырăна хăйĕн пĕр сăввинче кукша сăрт вырăнĕпе танлаштарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ял сăн-сăпачĕ те улшăнчĕ. Малашне, кашни кил умĕнче çĕрле электричество çути çуталса ларасса, поэтăн ырă кăмăл-тĕллевĕсем - ял çыннисем тулăх пурнăçпа пурнасса шанас килет.