Алкоголь хаярлăх çуратать
Юлашки вăхăтра çын сывлăхĕшĕн алкоголь мĕнле пысăк сиен кỹни çинчен час-часах калаçаççĕ. Халăх алкоголизмпа чирлени паянхи Раççейре чăннипех те çивĕч ыйту вырăнĕнче, вăл - нумай инкек-синкек сăлтавĕ.
Кунсăр пуçне спиртлă шĕвексене ытлашши ĕçни çынна ăс-тăн, сывлăх енчен хавшатса пырать, пурнăç интересĕсене пĕтерет, çемьесене аркатать, çын вилеслĕхне ача çуралассинчен чылай ỹстерет, çавăн пекех çемьере преступлени тăвасси патне çитерет, вăл шутра йывăр преступленисен йышне кĕрекеннисене те.
Преступлени тума вара çын алкоголик пулни те кирлĕ мар, юлташсемпе е çывăх çынсемпе эрех ĕçсе ларнă чухне хирĕçсе кайма пĕчĕк сăлтав çеç кирлĕ. "Симĕс çĕлен" çынра хаярлăх вăратать. Çакă вара тепĕр чухне тỹрлетейми пысăк инкек патне илсе çитерет.
Йăлара, тĕслĕхрен, ỹсĕр упăшки килне килсен арăмне хĕнесе пĕтерет е пĕр ял çыннисемех пĕр-пĕринпе çапăçса каяççĕ. Тем те пулать пурнăçра. Анчах та çакă яланах пит-куçа кăвакартнипе е чăрмаласа пĕтернипе çеç вĕçленмест çав. "Хутшăнусене уçăмлатас" тени тепĕр чухне çын вилесси патне те илсе çитерме пултарать. Кунашкал тĕслĕхсем кăçал пирĕн район территоринче те пулчĕç. Акă, 2005 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче 1985 çулта çуралнă В.К.Чапуркин 23 сехетре Тăрмăшри тăванĕ, В.П.Петухов, патĕнче хăнара пулнă. Картишĕнче эрех ĕçсе ларнă хушăра ỹсĕр Чапуркин Петухова 30 хутран ытла тĕрлĕ çĕртен çапнă. Çавна пула Петухов кĕске вăхăтрах пурнăçран уйрăлнă. Асăннă фактпа район прокуратури Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 111 статйин 4 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. В.К.Чапуркина тытса чарса арестленĕ. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче вара суд пулнă, В.К.Чапуркина преступлени тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Халĕ çамрăкăн хăйĕн чи лайăх çулĕсене ирĕксĕр вырăнта ирт-терме тивет.
Тепĕр тĕслĕх. Ку чухне хирĕçỹ çын вилĕмĕ патне илсе çитернĕ. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 1974 çулта çуралнă Г.Н.Иванов Тĕмерти "Светлана" магазин çывăхĕнче ỹсĕр пулнă май çак ял çыннипех Н.П.Павловпа хирĕçсе кайнă. Иванов Павлова çурăмран тĕртсе янă та лешĕ пуçĕпе бетон плита çине çапăннă. Çакăн хыççăн та Иванов лăпланман, Павлова виçĕ хутран кая мар тĕрлĕ çĕртен тапнă. Сусăрланнă Иванов Павлов килне пынă. Çакăн хыççăн Иванов Павлова тата виçĕ хутчен тĕрлĕ çĕртен тапнă. Çавна пула Павлов вырăнтах кĕске вăхăт хушшинче вилсе кайнă.
Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче район прокуратури маларах асăннă статьяпа (РФ УК 111 ст., 4 п.) уголовлă ĕç пуçарнă, Г.Н.Иванова хупса лартнă.
Чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Иванова судпа айăпланă, уйрăмах йывăр преступлени тунă тесе йышăннă.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 111 статйин 4 пайĕ айăплă çынна 5 çултан пуçласа 15 çул таран ирĕк прависĕр хăварать. Хăйсен айăпне пĕтĕмпех йышăннăшăн, çавăншăн ỹкĕннĕшĕн Елчĕк район сучĕ В.К.Чапуркинпа Г.Н.Иванова 6 çуллăха ирĕк прависĕр хăварнă. Вĕсен халĕ çирĕп режимлă колонире тỹрленме тивĕ.
В.К.Чапуркинпа Г.Н.Иванов тĕлĕшпе йышăннă приговор саккунлă вăя кĕнĕ.