Тирпейлĕ, таса пурăнсан
Çак куна вун тăххăрмĕш çул паллă тăватпăр. СПИД тĕнчере анлă сарăлса пырать. Паян унран сыватакан эффективлă эмелсем çук-ха. Апла пулсан вируса ертменни, чиртен сыхланма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çак чир питĕ хăрушă иккенне пурин те пĕлмелле. Ăнланакан çын анчах чиртен сыхланма пултарать.
Кашни çулах СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун ятарлă девизпа иртет. Пирĕн çĕршывра çеç мар, республикăра та вирус ернĕ çынсен шучĕ ỹссех пырать. Мĕн тумалла-ха вирус ан ертĕр тесен. Нимех те тума кирлĕ мар: кăмăл-сипет, мораль йĕркисене пăхăнмалла çеç. Тирпейлĕ, таса пурăнни, ар çыхăнăвĕпе, наркотикпа алхасманни хăрушă чир ересрен сыхлĕ сире.