Сыхăлăх çинчен манас мар
Пушар вăл çĕр чăмăрĕ çинчи пысăк хăрушлăхсенчен пĕри. Алхаснă вут-кăвар хăйĕн хыççăн кĕлпе хăрăм кăна хăварать. Авалтан каланă: "Вăрă килет - пĕр япалана илсе каять. Пушар килет пĕр япалана та хăвармасть". Хăш чухне вара вăл çын пурнăçне те вăхăтсăр татать. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Елчĕк районĕнчи пушарсен шучĕ чылай ỹсрĕ, пилĕк тĕслĕх нумайрах, тăкакĕ вара 330 пин тенкĕпе танлашрĕ.
Чỹк уйăхĕнче кăçал пушарсем умлăн-хыçлăн пулсах пычĕç. Акă, тĕслĕхрен, чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче, каçхине 9 сехетре Елчĕк пушар хуралне Кушкă ялĕнчи Елена Матвеевна Мартынова хуçалăхĕнче пушар тухнă тесе пĕлтерчĕç. Вăл кĕске вăхăтра йывăç хуралтăсене лапкăшпех хыпса илнĕ. Кар тăрса вутпа кĕрешни йывăç пỹртпе кỹршĕ хуçалăхсене çăлса хăварма май панă. Анчах та вут-кăвар 75 метр лаптăк çинчи лупаса тĕп тăвать, пушарта виçĕ сысна çунса каять. Çак кун кил хуçи ывăлĕ Владимир эрех аванах ĕçнĕ пулнă. Вăл пирусне ỹсĕрле анкартинче туртни вара пысăк инкек туса хунă.
Çак кунах, 23 сехет çурăра, Тăрăм ялĕнчен пулăшу ыйтса шăнкăрав пулать. Пушар машини Елчĕке çитмесĕрех Тăрăм ялĕнче пурăнакан Серфима Кузьминична Енедерова хуçалăхĕнчи лупас тăрринче тухнă пушара сỹнтерме васкать. Лупас тăррине ĕне-сурăх валли ик-виç машина утă-улăм хунă пулнă, вут-çулăм çавăнпа кĕске вăхăтрах лапкипех ярса илет. Çывăхри хуçалăхсенчен вăхăтра пуçтарăннă пушар машинисене пула вут-кăвар кил-хуçин йывăç пỹрчĕпе кỹршĕри хуçалăха тивсе илеймерĕ. 2003 çулта купаланă кирпĕч хуралтăсене Енедеровсен мăнукĕ хăйĕн вăйĕпе электричество кĕртнĕ пулнă. Унăн çак ĕçсене тума ятарлă пĕлỹ пулман, çавăнпа вăл пăралуксене пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр кĕртнĕ. Çапла вара тухнă пушар лупас тăррине 99 метр лаптăкра çунтарса ярать.
Чỹк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Таяпа Энтри ялĕнчи Тукасра пурăнакансем Владимир Анатольевич Столбов пỹрчĕ патĕнче тĕтĕм шăрши туйса илеççĕ. Вĕсем унта уçса кĕрсен диван тĕлĕнче пушар тухнине курса ăна витресемпе шыв сапса сỹнтереççĕ. Вут-çулăм диванпа унăн айĕнчи йывăç урайне çунтарса янă. Тата диван çумĕнче арçын вилли тупăннă. Вăл _ кил хуçи _ Владимир Столбов пулнă. 1962 çулта çуралнăскер, хуçалăха ашшĕ-амăшĕ 1990 çулта илсе панăранпах унта пĕччен пурăннă. Яланах эрехпе иртĕхнĕ тата сигарет-пирус туртнă. Кăçал çуркунне те В.Столбов ỹсĕрле пируспа вырăн çинче çывăрса кайнă пулнă. Ăнсăртран пырса кĕнĕ çамрăксем ăна пỹртĕнчен илсе тухса çăлса хăварнă. Вутпа аманнă аллине вăл Елчĕкри тĕп больницăра сиплет. Анчах та çак усал тĕслĕх Столбова ăса кĕртмест. Çапла вара ỹсĕрле диван çинче пирус туртса выртнине пула тухнă пушар Столбов пурнăçне вăхăтсăр татать.
Çỹлерех асăннă пушар тĕслĕхĕсем пурте ял çыннисен хуçалăхĕнче пулса иртнĕ. Çавăнпа та, юлташсем, сирĕн яланах пушар хăрушсăрлăх йĕркисене тĕплĕн пăхăнса пурăнасчĕ. Электричество пăралукĕсене, тĕрлĕрен ăшă кỹрекен хатĕрсене вăхăтра тĕрĕслесчĕ. Выльăх апачĕ пĕçермелли тимĕр кăмакасемпе татах та тимлĕ пулмалла. Çанталăк сивĕтнипе кỹлĕсем пăрпа витĕнеççĕ, çавăнпа вĕсенчен пушар машинисене шыв илме шăнман ваксем касса хатĕрлемелле пулать, çĕр айне хунă пушар пичкисен çăварĕсене шыв шăнасран хупламалла.
"Елчĕк Ен"