Сăвăм ỹснĕ
"Яманчуринский" хуçалăхра паянхи кун пĕр ĕнерен талăкра 12,2 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2,5 килограмм нумайрах. Сăвăм ỹсни ĕне выльăхсене тулăх рационпа тăрантарнинчен нумай килет. Кăçал кунта çирĕп апат никĕсне хывса хăварнă. Ĕнесен рационĕнче кулленех пахалăхлă силос, фураж, жмых, кăшман пур. Витесене çĕнетнĕ, юсанă.
Ĕçченсем те пысăк хавхаланупа тимлеççĕ, ĕнесене таса тытаççĕ, кулленех уçăлтарма кăлараççĕ. Кăçал пỹлмесене тĕш-тырă пĕлтĕрхинчен нумайрах кĕни те продукци туса илессине ỹстерет. Сăвăм ỹснинче, паллах, ертỹçĕн тỹпи те пысăк. Ĕне ферми заведующийĕ Л.Павлов шанса панă ĕçре 3 çул тăрăшать. Хăйне лайăх енчен çеç кăтартать вăл, ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Фермăра ĕç дисциплинине кирлĕ шайра тытса тăма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса тупăшлă ĕçлеме тăрăшать.