Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район çыннисен ырлăхĕшĕн

     Çу уйăхĕнчен тытăнса Елчĕк - Шăмалак маршрутпа кунне 3 хутчен рейслă автобус çỹреме пуçларĕ. Çакă Яманчỹрел, Пикшик, Шăмалак ялĕсенче пурăнакансен тахçанхи ĕмĕчĕ пулнă. Уйрăмах ватă çынсем савăннă çакăншăн. Асăннă ялсенче пурăнакан çынсем, хăйсен хĕпĕртевне пытараймасăр, çакăн пирки "Елчĕк ен" хаçата пĕр хутчен мар çыра-çыра ячĕç. Рейслă автобус çỹретессишĕн нумай тăрăшнăшăн район администрацине тав турĕç вĕсем пурте. Çак маршрутпа çул çỹрекенсен тепĕр ыйтăвне те тивĕçтерме пулчĕ район администрацийĕ. Вĕсем çак рейса Елчĕкри автостанцирен тĕп больницăна çити çỹретме ыйтнине пурнăçлама хирĕç мар. Анчах унччен кунти асфальтлă çула анлăлатмалли куç кỹрет. Юлашки вăхăтра шăпах Больничнăй урамри асфальтлă çула анлăлатнă çĕрте тимлеççĕ çул-йĕр ăстисем. Чарăну вырăнĕ тĕп больницăн хапхипе юнашарах пулать.
     Юлашки çулсенче ялти инфраструктура хуларинчен кая мар аталанни кăмăла çĕклет. Çу каçипе больница территорийĕ тата илемленчĕ. Ĕлĕкхи кивĕ, хальхи вăхăтра стоматологи уйрăмĕ вырнаçнă йывăç çурт тăррине ку чухнехи черепица евĕрлĕ шăвăçпа витрĕç. Стоматологи уйрăмне хирĕçле пушă, ирккĕн вырăнта кăмпа евĕр тăррине витнĕ, тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ канмалли вырăн (беседка) ỹссе ларчĕ. Ăна никам та асăрхамасăр иртсе каймастех. Больницăна пыракан автомашинăсене лартакан площадкăна асфальт сарса тикĕсленĕ. Пылчăклă çанталăкра унччен çак вырăнта резина атăпа та çăрса тухма çукчĕ, халĕ çỹлĕ кĕлеллĕ пушмакпа шаклаттарса çỹреме пулать. Кунтах хĕвел анăç çĕршывсен стилĕпе туса лартнă "Для вас" хăтлă çĕнĕ лавкка. Унта килти хуçалăхра куллен кирлĕ пур таварсене те туянма пулать.


"Елчĕк Ен"
29 ноября 2005
00:00
Поделиться