Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паразитлă хуртсенчен сыхланар

     Шĕвĕрĕлченсем - этем, выльăх-чĕрлĕх ăшĕнче пурăнакан паразитлă хуртсем. Пĕрисем этемĕн пыршисенче, теприсем ытти органĕсенче (ỹпкере, пĕверте, чĕрере, мышцăсенче, юнра, куçра, пуç миминче) пурăнма пултараççĕ.
     Шĕвĕрĕлченсем этем организмне пысăк сиен кỹреççĕ. Çыннăн юнне, сĕткенне ĕмсе, вăл çинĕ апатпа тăранса пурăнаççĕ, наркăмăш та кăлараççĕ. Вăл вара юнпа пĕрле тĕрлĕ органсене, пуç мимине те лекет.
     Пирĕн тавралăхра аскаридăсем, вĕтĕ хуртсем хĕрлĕ пуçсем, вĕтĕ лаптак хуртсем, эхинококсем, кавăн вăрри евĕрлĕ хуртсем, йĕкехỹре цепенĕсем, сарлака лентецсем, çĕпĕр двуустки, çĕлен пулă евĕрлисем, кукăр пуçсем тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр чухне пĕр вăхăтрах çын темиçе тĕрлĕ шĕвĕрĕлченпе те сиенленме пултарать, вĕсен хисепĕ темиçе çĕре те, пине те çитет. Нумайăшĕ этемĕн апат ирĕлекен органĕсенче - пыршăлăхра, пĕверте пурăнаççĕ. Организмра тутасемпе, ĕмкĕчсемпе çирĕп тытăнса тăраççĕ. Сăмахран, аскаридăсем чылай çын пыршăлăхĕнче пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсем организмра пулни çынна сиен кỹмест, сывлăха хавшатмасть. Вĕсем ерсен пăшăрханма кирлех мар текенсем те сахал мар-ха.
     Чăннипех вара пачах урăхла. Паразитлă хуртсем çын сывлăхне хавшатаççĕ, организм валли кирлĕ апата е юна çисе пысăк сиен кỹреççĕ. Аскаридăсем çăмха пулса çыннăн пыршă шăтăкне хупласа лартнă тĕслĕхсем те пур. Çавăн пек çынсене тепĕр чухне операци тума тивет.
     Шĕвĕрĕлчен çăмартисем ăша лексен çын чирлет. Унăн апат анмасть, вар-хырăмĕ пăсăлать, ăш пăтранать, сĕлеки ытларах юхать, кăкăр айĕнчен хĕстерет. Чирлĕ çыннăн юн сахалланать, вăй чакать, нерв тытăмĕ пăсăлать. Вĕсемех çынна ытти чир-чĕртен сывалма чăрмав кỹреççĕ, хăш-пĕр чухне вĕсене пула чир вăраха тăсăлать. Ачасен организмне уйрăмах сиенлеççĕ. Ача ырханланать, унăн сăнĕ шурса каять, канлĕ çывăраймасть, шăлĕпе шатăртаттарать, шкулта та начар вĕренме пуçлать.
     Çакăн пек çынсен больницăна кайса хырăмра паразитлă хуртсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттермелле.


"Елчĕк Ен"
29 ноября 2005
00:00
Поделиться