Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хамăр ĕçекен çăлах суратпăр

     Ултă яла пĕрлештерсе тăракан ял администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ пулни паллă. Ял çыннисен пурнăç условине лайăхлатасси, вĕсен культурине ỹстересси те тĕп вырăнта. Урамсенчи тирпей-илемшĕн тăрăшса кашни ялах çитме тăрăшатпăр, çитменлĕхсене тỹрех асăрхаттарса хăваратпăр. Ятарлă комиссипе çỹренĕ чухне çеç мар, ытти чухне те обществăлла вырăнти тирпейлĕхпе интересленетпĕр. Акă, Елчĕкри Совет урамĕпе иртсе пыратăн. Çак урам Иванов урамĕпе хĕресленнĕ çĕрте шыв колонки вырнаçнă. Ун йĕри-тавра палăк евĕр илемлетнĕ. Анчах кама чăрмантарнă-ши çав юман-палăк( Унăн пĕр пайне ватса-хуçса хăварма та именмен. Район центрĕнчи хунарсем кама чăрмантараççĕ? Лампочкăсене çĕмĕрекенсене тытсан ачашласах каймĕç. Е тата Октябрь урамĕнче пурăнакансене таса мар шыва çын иртсе çỹрекен вырăна тăкнине çирĕппĕн калама тиврĕ.
     Елчĕкри Октябрь, Восточнăй, Кооператив урамĕсенчи шыв колонкисем умĕнче хĕрарăмсем кĕпе чỹхеççĕ. Мĕншĕн хамăр ĕçекен çăла сурмалла? Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республика халăхне таса шывпа тивĕçтерес енĕпе ятарлă указ кăларчĕ, унпа килĕшỹллĕн район администрацийĕнче "Елчĕк районĕнчи халăха таса шывпа тивĕçтересси" программа туса хатĕрленĕ. Çавна май эпир те çитес çул ку енĕпе пысăк ĕçсем тума палăртнă. Ялсенче "кăвак çулăма" пысăк хăвăртлăхпа кĕртсе пĕтертĕмĕр, маларах асăннă программăна пурнăçлас тĕллевпе кашни çыннăн çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Ку чухне ялсенчи урамсене каллех пăрăхсем хума шăтăксем чавмалла тата ытти те. Хальхинче газ кĕртнĕ чухнехи пек йывăрлăхсемех сиксе тухмĕç-ха, мĕншĕн тесен паян урамсенче строительство материалĕсем е ытти кирлĕ, кирлĕ мар япаласем выртмаççĕ.
     Тирпей-илем йĕркине тытса пыманнисене, патшалăх çĕрĕпе хăйĕнни пек усă куракансене ачашласа тăмалли вăхăт мар халĕ. Кун пек тĕслĕхсем Элекçей Тимеш ялĕнче ытларах тĕл пулаççĕ. Тирпей-илем хамăршăнах. Хăв çуралса ỹснĕ, пурăнакан кĕтес çулран-çул çĕнелсе улшăнни, культурăланни кирек камăн чунне те çĕклет. Никамăн та урама конфет хучĕ, пирус тĕпĕ е ытти япала пăрахмалла мар - епле илемлĕ пулĕччĕ пирĕн тавралăх. Ку кашни çыннăн совеçĕ çинче.


"Елчĕк Ен"
29 ноября 2005
00:00
Поделиться