Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ертỹçĕ, ĕç укçине вăхăтра тỹле

     Прокуратура органĕсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри - граждансен Конституци прависемпе ирĕклĕхне хỹтĕлесси. Работниксене ĕç укçи тỹлессипе ĕçлев законодательствине мĕнле пурнăçланине те чи малти вырăна хуратпăр. Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен умĕнчи ĕç укçи парăмĕсене пĕтерес тĕллевпе Елчĕк районĕн прокуратури 2005 çулхи çак вăхăтчен палăртнă ĕçсене туса ирттернĕ, айăплă çынсене явап тыттарнă. 2005 çулхи кăрлачăн (январь) 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçине пурĕ 13 предприятире вăтамран 2,5 уйăх каярах юлса, пурĕ 2499 пин тенкĕ тỹлеймен. 2005 çулхи чỹк уйăхĕн (ноябрь) 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă 8 предприятире вăтамран 1,5 уйăх каярах юлса, пурĕ 1494 пин тенкĕ ĕç укçи парăмĕ пулнă.
     Кăçалхи çак вăхăтчен район прокуратури 34 предприятипе хуçалăхра ĕçлев законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çав шутран 18-шĕнче иккĕмĕш хут, 6-шĕнче контрольлĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Ĕç укçи енĕпе парăмлă предприятисен ертỹçисене, район прокурорĕ çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн ларăвĕсенче итлеççĕ. Ĕçлĕ ушкăна район администрацийĕн, налук тата пенси органĕсен, суд приставĕсен службин представителĕсем кĕреççĕ.
     Прокурор хутшăнса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă хыççăн "Труд", "Колос", "Заря", "Восход", "Искра", "Родник", "Яманчуринский" хуçалăхсем, Елчĕкри ММПП ЖКХ, "Яльчикская" МСО предприятисем пурĕ 1 миллион тенкĕ ĕç укçин парăмне тỹлесе татнă. К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче ĕç укçин парăмĕ тата ан ỹстĕр тесе мерăсем йышăнатпăр.
     Предприятисем ĕç укçине вăхăтра тата туллин тỹлеменнине ĕç тăвакан тата тĕрĕслекен органсенчен пытарма тăрăшаççĕ. Районти прокуратура çакăн пек тĕслĕхсене уçса парассипе те çине тăрса ĕçлет. Фактсене тупса палăртсан предприятисен ертỹçисемпе бухгалтери ĕçченĕсен тĕлĕшĕпе çирĕп мерăсем йышăнатпăр.
     Ĕçлев законодательствине пăснăшăн, ĕçлекенсене вăхăтлă ĕç укçи тỹлеменшĕн çак тапхăрта районти предприятисемпе организацисен должноçри 39 çыннине асăрхаттарнă, 77 ертỹçĕ ячĕпе представлени çырнă. Представленисене пăхса тухнин кăтартăвĕсене шута илсе 34 ертỹçе дисциплинарлă майпа явап тыттарнă. РФ Административлă право кодексĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн - Андреев ячĕллĕ, "Восход", "Искра", "Дружба", "Родник", "Була", К.Маркс ячĕллĕ, "Надежда", "Труд" тата ытти хуçалăхсен ертỹçисен тĕлĕшпе ĕç пуçарнă. "Дружба", "Була", "Труд", К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсен ертỹçисем ĕçлев законодательствине иккĕмĕш хут пăхăнман. Вĕсен РФ Административлă кодексĕн 5.27 статйин 2 пайĕпе явап тытма тивет. "Дружба" тата "Була" хуçалăхсен ертỹçисене (В.Муравьев, Ю.Цыганов) суд йышăнăвĕпе палăртнă вăхăта ертсе пыракан должноçсенче ĕçлессинчен хăтарнă.
     Тĕрĕслев кăтартăвĕсем çакна çирĕплетсе параççĕ: предприятисенче ĕç укçине вăхăтра тỹлейменни ертỹçĕсем юри, укçана хăйсене усăшăн памасăр тăнипе мар, вĕсенчи финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру çăмăл пулманнипе çыхăннă.
     Çак тапхăрта район прокуратури çынсен ĕç прависене хỹтĕлесе 560 искпа заявлени, пурĕ 1840 пин тенкĕлĕх тăратнă, ыйтусене пурне те татса панă.


"Елчĕк Ен"
29 ноября 2005
00:00
Поделиться