Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юнпа пырать пулĕ

     Темиçе çул курман тантăшăма тĕл пултăм Елчĕкре. Малтанах палласа та илеймерĕм: вун пилĕк çул хушшинче йăлтах улшăннă вăл. Илемлĕ сăн-пичĕ тĕссĕрленнĕ, ỹт-пĕвĕ çỹхе хут пек пĕркеленнĕ. "Ара, мĕн пулнă сана", - тесе çăвара çеç уçасшăнччĕ, тантăшăм: "Сăнаса ан пăх-ха, эрех ырă тумасть вĕт, хăй авăрне сĕтĕрет вăл мана", - терĕ.
     Нимĕн калама аптăрарăм. Чăннипех те ĕçкĕçĕ сăнĕ çапнăччĕ ăна. Шкулта чухне чи лайăх тумланакан хĕрччĕ вăл, "супăнь çинчи майра" тетчĕç ун пеккисене каччăсем. Унтанпа вăхăчĕ те нумай иртнĕ-ха, анчах ват хĕрарăм пекех авăнман-ха хĕрĕх çула та çитейменскерсем. Тепĕр хĕрарăм пачах урăхла, çулсем иртнĕ май илемленсе, çуталса пырать. Ачисем ỹснĕ май хăй те ачисемпе тан çĕнĕрен çамрăкланать тейĕн. Аня вара таса мар çи-пуçпа, тарăн калушпа.
     Шухăшсем таçта инçете саланчĕç. Çамрăклăх куç умне асамлăн тухса тăчĕ. Туслăччĕ эпир Аньăпа. Пĕр касра пурăннăран уроксене пĕрле вĕренеттĕмĕр, урамра юнашар выляттăмăр, каçхине клуба та алла-аллăн çавтăнса тухаттăмăр. Ытларах вĕсен патĕнче вылянăран-и Аньăн ашшĕпе амăшĕн ĕç-хĕлне курса тăраттăм. Ĕçчен çынччĕ тантăшăн амăшĕ. Кил хушшинчи ĕçсене арçын пекех пурнăçлатчĕ. Ĕшеннĕ хыççăн яланах пĕр стакан хĕрлĕ эрех ĕçетчĕ. Сĕтел айĕнче "Вермут" бутылкисем чылай пухăнатчĕç вара. Ун чухне тарăн шухăшлама пĕлмен. Халĕ, çирĕм çултан, Аня амăшĕ хĕрлĕ эрехе юратса ĕçнĕ ỹкерчĕксене куç умне кăларса тăрататăп та, "Юнпах пырать пулĕ ĕçкĕçĕ пуласси" тетĕп. Каярахпа Аня амăшĕ ялта ỹсĕр çỹрет тесе калаçнине илтме тỹр килнĕччĕ.
      Виçĕ хĕр çитĕнчĕç вĕсем. Виççĕшĕ те паян эрех черккине аякка тĕртмеççĕ. Арçын хаяр шĕвеке кăмăлланине унчченех тĕл пулаттăмăр, паян вара урамра ỹсĕр хĕр-арăмсем выртнине асăрхатăн. Пысăк ĕçкĕ-çикĕре ĕçмеççĕ вĕсем, куштан ĕçкисенче "хăналанаççĕ". Мĕнле хăтармалла-ши хĕрарăмсене "симĕс çĕленрен"? Кам ырă сĕнỹ-канаш парĕ-ши?


"Елчĕк Ен"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться