Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăрçă çулĕсем яланах чĕрере

     Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче фронта пирĕн районтан вăй питти ар-çынсем, хĕрарăмсем пинĕ-пинĕпе тухса кайнă. Тăшмана хирĕç кашниех паттăррăн, пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçнă. Хăрушă вăрçă вĕренес, ĕçлес, юратас, пурăнас шанчăклă çынсен ĕмĕчĕсене çапса хуçнă.
     Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакан Петр Афанасьевич Егоров чĕрине вăрçăн синкерлĕ çулĕсем ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Пуç шăммине çĕмĕрсе кĕрсе ларнă осколок вырăнĕ вара паянхи кун та вăрçă хăрушлăхĕ пирки ас илтерсех тăрать.
     Петр Афанасьевич 1924 çулта çуралнă. Пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Шкулта та питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă вăл. 1941 çул П.Егорова икĕ хăрушă пулăмпа асра юлнă. Çак çул унăн тăван амăшĕ йывăр чире пула çĕре кĕрет. Кĕçех ылханлă вăрçă пуçланать. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕрет. Çак хăрушă инкексене пула Петр Афанасьевичăн 10 класс вĕренсе пĕтерме май килмест. Çемьере асли пулнă май унăн виçĕ йăмăкĕшĕн, пĕр шăллĕшĕн тăрăшмалла пулнă. Ашшĕне - Афанасий Егорова - вăрçа илсе кайнă. П.Егоров каланă тăрăх, вăл вăрçăра разведчик пулса çапăçнă. Шел пулин те, килне таврăнма тỹр килмен ăна, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă.
     1942 çулхи кĕркунне Петр Егоровăн та вăрçа кайма ят тухать. Чи малтанах Гороховец лагерĕнче кĕçĕн командирсене хатĕрлекен шкулта вĕренет вăл. Унта тăватă уйăх вĕренсе сержант званине илсен çĕнĕрен йĕркеленнĕ полкра артиллерист пулса фашистсене хирĕç вирлĕн çапăçма пуçлать. Старая Русса хули çывăхĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн П.Егорова "Хастарлăхшăн" медальпе наградăланă.
     1943 çул. Курск пĕккинче вирлĕ çапăçусем пынă. Икĕ енчен те вăйсем пысăк пулнă. Çак хăрушă çапăçусенче П.Егоров та йывăр аманать. Тỹрĕ наводкăпа перекенскере тăшман кăларса янă снаряд ванчăкĕ пуçран килсе çапать. Йывăр аманнăскер, 6 уйăх Кироври госпитальте сипленет. Петр Афанасьевич каланă тăрăх, вăл вăрçă хирĕнче тăтăшах Турă кĕллисене каланă.
     - Çакă мана вилĕмрен çăлчĕ пуль, - ассăн сывлать ветеран-фронтовик.
     Госпитальтен сывалса тухсан Петр Егоров яла таврăнать. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулсан та "Красные Темяши" колхозра кладовщик пулса ĕçлет. Унтан куçăмсăр майпа шут-хисеп ĕçне вĕренет. Маларах асăннă колхозра счетоводра тăрăшать. Каярах арманта бухгалтерта, приемщикра, весовщикра вăй хурать. Акчел хĕрĕпе Раиса Ивановнăпа пĕрлешет. Пурнăç çулĕпе пĕрле 58 çул утăмланă вĕсем. Раиса Ивановна та çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ. Вăхăтĕнче тракториста, комбайнера вĕреннĕ вăл, вăрман касма çỹренĕ. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ.
     Çамрăкрах чухне Егоровсем килте вĕлле хурчĕсем йышлă тытнă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Пилĕк ывăл çуратса ỹстернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ вĕсен. Иккĕмĕш ывăлĕн хушаматне "Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕ" кĕнекене кĕртнĕ. Владимир Егоров - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Вăл Шупашкарти стоматологи больницинче тухтăр пулса ĕçлет.


"Елчĕк Ен"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться