Вăхăтра ĕлкĕрни аван
Сивĕсем пуçланиччен ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене алласа тасатассине, кондицие лартассине вĕçлемелле. Кулленхи ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшакан Ленин ячĕллĕ, "Прогресс", "Труд", "Родник", "Комбайн", "Рассвет" хуçалăхсенче çитес çул акмалли ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсем пĕтĕмпех ака стандартне тивĕçнĕ пулсан, "Дружба", "Марс", "Була", "Восход" хуçалăхсем пирки çакна калаймăн. Мĕншĕн тесен вĕсенче çак таранччен те районти инспекцие тĕрĕслеттерме пĕр пĕрчĕ вăрлăх илсе килмен. Паян тумалли ĕçе ырана хăварас марччĕ.
"Елчĕк Ен"