Килти хуçалăх тăрантарать
Ял çынни мĕн авалтан выльăх-чĕрлĕх усранипе, çĕр çинче ырма пĕлмесĕр ĕçленипе çемйине тăрантарса пурăнать. Курнавăш тăрăхĕнче пурăнакансен ял хавалĕ уйрăмах пысăк. Кунта теветкеллĕ, ĕçрен хăраман, ỹркенсе тăман çынсем ытларах пулнине нумай тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Вĕсем пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхне курса çулсерен килти хуçалăхĕсенче сутмалăх та тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ...
Хальхинче вара Юхминсен çемйи пирки уйрăммăн сăмах пуçарма пысăк сăлтав тупăнчĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсене килти уйрăм хуçалăхра чи нумай туса илекенсене кĕр мăнтăрĕпе, яланхиллех, республика шайĕнче палăртнă. Мĕн тетĕр? Республикăри сумлă комисси Курнавăшри Юхминсен ĕç кăтартăвĕсене тивĕçлипе хакланă. Кил хуçи хĕрарăмĕ - Ольга Юхмина çак ятпа нумаях пулмасть пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленность предприятийĕсенче ĕçлекенсен республикăри уявне хутшăннă. Унта ăна хаклă парне - холодильник панă. Тăрăшуллă, ĕçчен пулнăшăн Ольга уява хутшăннă РФ ял хуçалăх министрĕнчен Алексей Гордеевран тата ЧР Президентĕнчен Николай Федоровран тав сăмахĕ илтме тивĕçлĕ пулнă.
Николай тата Ольга Юхминсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче виçĕ сăвакан ĕнепе пушмак пăру, виçĕ вăкăр, лаша, тиха, икĕ сысна, 50 хур, кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ. Анкарти хыçĕнчи тата хирте уйăрса панă çĕр лаптăкĕнче кашни çул тĕрлĕ пахча çимĕç - столовăй чĕкĕнтĕрĕ, севок, пуçлă сухан нумай туса илеççĕ, вĕсене пурне те усăллă сутма май тупаççĕ.
Эпир пынă вăхăтра çемье пуçĕ - Николай килĕнче çукчĕ, мăшăрĕпе, Ольăпа калаçма май килчĕ.
- Епле ĕлкĕретĕр, кашни кун виçĕ ĕне суса тăма, çу каçипе хирте тăрмашма çăмăл мар-çке, - тетĕп çамрăк хĕр-арăма.
- Йывăрлăхран хăраса алă усса ларнипе кам пĕр пус укçа парĕ. Ачасемшĕн тăрăшатпăр, вĕсен пурнăçĕ çителĕклĕ пултăр тетпĕр. Мăшăр та ỹркенсе тăракан йышши мар, мĕн шутланине, ĕмĕтленнине пурнăçлакан çын. Ĕçлеме ỹркенмесен вара ялта та тулăх пурăнма пулать, - тет Ольга Юхмина çирĕппĕн.
Юхминсен икĕ ывăлĕ - Петьăпа Ваня та ашшĕпе амăшне хывнă - ĕçчен, тăрăшуллă, çамрăклах пурнăç тути-масине ас тивсе ỹсеççĕ. Асли - улттăмĕш, кĕçĕнни - виççĕмĕш классенче анчах вĕренеççĕ пулин, кăçал та çу каçипех уй-хирте аслисемпе тан вăй хурса ĕçленĕ. Кашни кун шкултан таврăнсан, уроксене тунă хыççăн, картишне выльăх пăхма тухаççĕ: ай сарăмне тасатаççĕ, апатлантараççĕ вĕсене.
- Ĕнесем - Зорька, Милка, Буренка - картиш илемĕ, эпир вĕсене çав тери юрататпăр, вĕсем те пире юратнине туятпăр, - теççĕ арçын ачасем йăл кулса...
"Елчĕк Ен"