Çулпа çỹреме чăрмав кỹнĕшĕн
Паллă ĕнтĕ, ЧР Президенчĕ 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май пирĕн ялсен территорийĕсене таса та тирпейлĕ тытма тăрăшмалла.
Чи малтанах урамсенче, харпăр хăй пурăнакан çуртсем умĕнче йĕрке туса хурассипе тимлемелле. Халĕ, пытарма кирлĕ мар, чылайăшĕ урама, транспорт иртсе çỹрекен вырăна, темĕн те пĕр кăларса лартнă. Хăшĕ-пĕри автомото-транспорта кил умĕнче тытать. Кунтах çĕмрĕк техника тавралăх илемне пăсса ларнине курма пулать. Çул хĕррине е пỹрт-çурт умне автомототранспорт лартса хăваракансем хăйсем çул çỹремелли правилăсене пăснине темшĕн-çке шута илесшĕн мар.
Акă, çул çỹремелли правилăсен 1.5-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн, çулпа çỹрекенсен ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла мар. Çавăн пекех çула сиен кỹме тата варалама, çул-йĕр паллисене, техникăлла ытти хатĕрсене харпăр хăй тĕллĕн вырнаçтарма, илсе пăрахма, картласа лартма юрамасть. Транспорта иртсе çỹреме чăрмантаракан япаласене çул çинче хăвармалла мар. Енчен те çавăн пек лару-тăру тухса тăчĕ пулсан, ăна пĕтерме мера йышăнмалла, çапла тума май çук-тăр, çул çинчи хăрушлăх пирки автомототранспорт водителĕсене пĕлтерессине йĕркелемелле тата милицие евитлемелле.
Çапла, çул çỹремелли правилăсен 1.5-мĕш пунктне пăснăшăн граждансене, должноçри, юридици сăпатĕнчи çынсене РФ Административлă право кодексĕн 12.33-мĕш статйипе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ - граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 3-5 виçи, должноçри çынсене 5-10 виçи, юридици сăпатĕнчи çынсене 50-100 виçи таран штраф хураççĕ.
Автомототранспорта иртсе çỹреме, çавăн пекех коммуналлă тата çул-йĕр службисене юр хырса тасатма чăрмантаракан япаласене çулсем хĕррине лартса хăваракансене тупса палăртассипе ятарлă рейдсене тăтăшах ирттерĕпĕр.
"Елчĕк Ен"