Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăнман пурнăç тупсăмĕ

     Урамра кĕрхи сивĕ кунсем. Кăнтăрла иртсен Алексей мухмăра пула пуç касса ыратнăран вăранчĕ. Кухньăра сĕтел айĕнче ларакан бутылкăсене шакăртаттарчĕ вăл. "Пĕрер черкке юлман-ши", терĕ пуль те, кăлăхах...
     Кашни кунах çак ỹкерчĕк. Тайăла-тайăла, ураран урана аран сĕтĕрĕнсе килне çитет те Алексей вырăн çине йăванса каять. Темиçе сехетрен пуçĕ шутсăр вăйлă ыратнăран вăранать. Унтан каллех мухмăр чĕртмелле. Хăй те йăлăхса çитрĕ те, анчах тарăн шăтăка сĕтĕрекен чиртен ниепле те хăтăлаймăн. Пурнăç пĕр интерессăр шăвать арçыннăн. Вăхăтĕнче ача сассипе кĕрлесе тăнă çуртра хаваслăх çухалнă. Юратнă мăшăр, пăхса ытарма çук ывăлпа хĕр. Çемье ăшши, çемье телейĕ. Çак савăнăçлă вăхăтсем асра ырă юмах евĕр çеç çырăнса юлнă. Вĕсене кантăк евĕр аркатса салатаканни вара - ĕçкĕ. Ĕçкĕрен харкашу, кĕвĕçлĕх, курайманлăх, сивĕлĕх, хаярлăх çуралать.

     Пуç тавра шутламасăр тунă ĕç

     Вăхăт каç енне сулăнма пуçласан Алексей урама тухрĕ, сак çине ларчĕ. Тепĕр темиçе минутран Алексей патне икĕ палламан çамрăк каччă килсе тухрĕ. Калаçса кайнă май çамрăксем Алексей пахчинче мăкăнь е кантăр пуррипе кăсăкланчĕç.
     - Çук, - хуравларĕ Алексей.
     - Çывăхри хуçалăхсен пахчисенче çук-ши? Эпир сахал тỹлеместпĕр. Тархасшăн пулăш, тупса пар пире, - пĕрне пĕри пỹле-пỹле пăшăлтатрĕç каçхи "хăнасем". Укçа сăмаха илтсен, арçын куçĕнче çутă шевле выляма тапратрĕ. Ара, кỹршĕре, никам пурăнман хуçалăхра мăкăнь чылай çитĕнчĕ кăçал. Ял хыçĕнчи юхан шыв хĕрринче никам акмасăрах кантăр нумай ỹсет. Çак ỹсен-тăрансене татса панине камах пĕлĕ? Мухмăр чĕртме вара кĕсьере укçа пулĕ. Çак ỹсен-тăрансене каçхи "хăнасене" сĕнчĕ вăл, темиçе минутра ĕçлесе илнĕ 200 тенкĕ укçана кĕсьене пĕтĕрсе чикрĕ, çывăхри лавккана вашлаттарчĕ.

     Чăнлăх çиеле тухать

     Анчах арçын лавккана кĕрсе ĕлкĕреймерĕ, ăна наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ярса та илчĕç, кĕсьери укçана кăтартма ыйтрĕç.
     - Çĕр улми сутса тунă укçа вăл ман, - тунчĕ Алексей. Унăн аллине лекиччен икĕ çĕр тенкĕлĕх хут укçасен номерĕсене палăртнине пĕлсен, ятарлă приборпа çутатнă хыççăн унта ятарласа çырнă сăмаха вуласан, свидетельсем çирĕплетнине курсан ар- çын текех тунмарĕ, хăйĕн айăпне тĕпĕ-йĕрĕпех йышăнчĕ. Пуç тавра шутламасăр 1722 грамм типĕтмен мăкăнь туни тата 2656 грамм кантăр (типĕтмен марихуан) пухса сутнăшăн (çакă питĕ пысăк виçе) Алексейăн халĕ виçĕ çул кирпĕч шутлама тивет. Асăннă ĕçшĕн пуçран шăлмаççĕ паллах.

     Ачасен пуласлăхне таптар мар

     Чăн та, наркомани этемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Унăн авăрне ытларах çамрăксем лекеççĕ. Наркоман çĕнĕ доза илес тесе çуртри е хваттерти юлашки япаласене сутать, кирек мĕнле преступлени çулĕ çине тăрать. Мĕншĕн тесен наркотиксем питĕ хаклă, вĕсене туянма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ.
     Юлашки çулсенче наркомани вăй илсе пынине, ун серепине ытларах çамрăк ăру лекнине, çак чире пула преступлени тата "шурă вилĕмпе" суту-илỹ тăвакансен йышĕ ỹснине шута илсе çĕршывра наркотиксен тата çын психикине витĕм кỹрекен веществосен çаврăнăшне контроллекен патшалăх комитетне йĕркеленĕ, влаç структуринче, законодательствăра çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
     Наркотиксемпе е психотроплă веществосемпе суту-илỹ тăвакансем çыннăн инкекĕ çинче пысăк укçа ĕçлесе илеççĕ. Вĕсене пулах пурнăçра çĕнĕрен те çĕнĕ наркомансем хушăнаççĕ. Çавăнпа та маларах асăннă комитет ĕçченĕсем "шурă вилĕмпе" суту-илỹ тăвакансене пĕр шелсĕр шĕкĕлчеççĕ.
     Çамрăксем - пирĕн пуласлăх. Пирĕн ачасем те кĕреççĕ вĕсен шутне. Хамăрăн ачасен пуласлăхне хамăрах таптас марччĕ.


"Елчĕк Ен"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться