Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хуçалăхне пулăшасси ỹсет

     Тунти кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлура район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А.Ефимов ЧР Шалти ĕçсен министерствин кунĕ, районти профилактика комиссийĕн анлă ларăвĕ мĕнле иртни çинчен каласа панă.

     Çитес çул патшалăх ял хуçалăхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пăхать. Уйрăм хуçалăхсене - 300 пин, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене - 3 миллион, производство кооперативĕсене 10 миллион тенкĕ таран кредит уйăрма палăртаççĕ. Килĕшỹ тăрăх кивçен панă укçапа ăратлă выльăх-чĕрлĕх, паха вăрлăх, удобренисем, имçам, çĕнĕ техника туянмалла, производствăна йĕркелесе ямалла. Çавăн пекех усă курнă çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннăшăн дотаци те пама палăртаççĕ. Район пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн шухăшĕпе ял хуçалăхĕнче тăрăшакан çынна, коллектива малашне ĕçлеме çăмăлланса пымалла.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться