Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вулав кунĕ

     Чỹк уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче Мускаври Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче "Пресса-2006" Пĕтĕм тĕнчери професиллĕ выставка иртет. Выставкăн юлашки кунĕнче - Вулав кунĕнче - "Эпĕ вулама юрататăп" митинг пулать. Ăна Мускав тата Мускав облаçĕн ертỹçисем пулăшнипе йĕркелеççĕ.
     Мускавсен пуçарăвне Чăваш Республикин Правительстви ырласа йышăннă. Çакна ырламалла çеç. Мĕншĕн тесен çамрăксем çеç мар, çитĕннисем те илемлĕ литература, хаçат-журнал вуласси, вĕсен тавра курăмĕ чакать. Çынсене кĕнеке, пичет изданийĕсем вулама явăçтарас, наци йăли-йĕркисене сыхласа хăварас тĕллевпе районти тĕп библиотекăра, унăн филиалĕсенче, предприятисемпе организацисенче тематика занятийĕсем, шкул ачисен "Эпĕ мĕн вулама юрататăп" темăпа сочиненисен конкурсĕсем, çемьесенче кĕнеке праçникĕсем, вулакансен конкурсĕсем, кĕнеке выставкисем, кĕнекесен презентацийĕсем, радио передачисем йĕркелеççĕ.


"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться